Тивĕçнĕ укçана  пенсионерсене йăлтах памалла

Тивĕçнĕ укçана  пенсионерсене йăлтах памалла

Алексей ЕРШОВ, «Урожай» колхоз председателĕ:

— Малтанхи Конституцире ĕç çыннине хакласа çитереймен. Çак тÿрлетĕве çи-рĕплетсен ĕç çыннин хăйĕн интересĕсене хÿтĕлеме ирĕк ытларах пулĕ. Тÿрлетÿсемпе килĕшетĕп. Эпĕ — ĕçпе пиçĕхнĕ çын, çавăнпа ĕçе хакламалла тата тар тăкакана хÿтĕлемелле тесе шухăшлатăп. Шел те, хальхи профсоюз пĕрлĕхĕсем ĕç çыннисен интересĕсене  туллин хÿтĕлеймеççĕ. Профсоюзсемпе предприятисен ертÿлĕхĕн ?уйрăмах патшалăхăн маррисен/ вăйĕ тан мар. Тĕрĕссипе, паян çĕршывра ĕçлекенсен пысăк пайĕ чухăнлăх картинче пурăнать. Ĕç çыннине хисеплемелли нормăна  çирĕплетни шалăва ÿстерме пулăшĕ. Çакă чухăнлăхпа кĕрешмелли программăна пурнăçа кĕртме те май парĕ. Лайăхран мар, пурнăçа саплаштарас тесе чылайăшĕн паян пенсие тухсан та ĕçлеме тивет. Çавăнпа, манăн шухăшпа, тивĕçнĕ укçана  пенсионерсене йăлтах памалла. Ĕмĕрĕпе вырăнти хуçалăхра вăй хунă çынсем те вара хавхалансах ĕçлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *