«Искра» колхоз — 90 çулта

«Искра» колхоз — 90 çулта

1929—1932 çулсенче хресчен хуçалăхĕсем ял хуçалăх артелĕсене пĕрлешнĕ. Çак артельсем ятарлă устава пăхăнса ĕçленĕ. 1969 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм союзри колхозниксен виççĕмĕш съезчĕ иртнĕ. Унта çĕнĕ колхоз Уставне йышăннă. Çак кунран пуçласа ял хуçалăх артелĕсене коллективлă хуçалăхсем /колхозсем/ теме пуçланă.

1930 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче Кивĕ Сĕнтĕр ял канашне кĕрекен Хырай Ĕнел ялĕнчи 13 хресчен хуçалăхĕ пуху ирттернĕ, ял хуçалăх артелĕ йĕркелеме йышăннă, унăн уставне çирĕплетнĕ. Артемий Зайцева, Василий Ишмуратова, Ефим Воробьева правлени членĕсем пулма суйланă. Ревизи комиссине Яков Сивкин, Иван Дьяконов тата Николай Смирнов кĕнĕ. Çак çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ пухура ял хуçалăх артельне «Искра» ят пама йышăннă.
1930 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ пухура çитес çул машина сарайĕ, 15 вырăнлăх лаша вити тума, тырă кĕлетне юсама палăртнă.
1931 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх артельне 10 хуçалăх кĕнĕ. Тепĕр çултан хуçалăхсен шучĕ 32 çитнĕ, 180 колхозник пулнă. 1931 çулта хуçалăхра 29 лаша, 28 вăкăр, 4 ĕне, 89 сурăх, 71 путек, 1 сысна, 10 сысна çури пулнă.
1931 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче Федор Воробьева правлени председательне суйланă. Çак çулхи май уйăхĕнче «Трактор» акципе килĕшÿллĕн артель членĕсенчен трактор туянма укçа пуçтарма йышăннă. Райколхозсоюз ирттерекен колхозницăсен слетне хутшăнма Марфа Воробьевăпа Евдокия Квасовăна суйланă.
Архив докуменчĕсем тăрăх, çак çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче «Будильник» коммунăн тата «Искра» ял хуçалăх артелĕн правленийĕсен пĕрлештернĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта ачасем валли ясли йĕркелеме йышăннă. «Будильник» коммунăн ачасене çупа, сĕтпе, çăмартапа, хура çăкăрпа, «Искра» ял хуçалăх артелĕн ытти апат-çимĕçпе тивĕçтермелле пулнă.
1932 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Егор Квасова председателе лартнă. Декабрĕн 12-мĕшĕнче çитес çулхи ака планне çирĕплетнĕ: 20 гектар ыраш, 15 гектар пăри, 41 гектар сĕлĕ, 2 гектар ясмăк, 7 гектар пăрçа, 1 гектар вика, 5 гектар çĕрулми, 1 гектар йĕтĕн, 1 гектар кантăр акма палăртнă. Пухура çавăн пекех почтальона суйланă. Ку ĕçе Михаил Козлова шанса панă.
1935 çулхи майăн 19-мĕшĕнчен пуçласа ял хуçалăх артельне «Искра» колхоз теме пуçланă. Вăл ун чухне Патăрьел районне кĕнĕ. 1936 çулта колхозра 99 кил, 294 çын пулнă. 100 вырăнлăх вулав çурчĕ, 300 вырăнлăх клуб, ферма ĕçленĕ. 1937 çулта колхозра 103 кил, 483 çын пулнă. Г.Дьяконов, В.Седлов, М.Быков, А.Мурнаев, С.Краснов бригадирта ĕçленĕ.
1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа «Искра» колхоз Комсомольски районне кĕрет.
Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн пĕчĕк хуçалăхсене пĕрлештерсе пысăк хуçалăхсем тума пикеннĕ. 1950 çулхи майăн 11-мĕшĕнче «Искра» колхозпа «Красный партизан» колхоза пĕрлештернĕ. 1959 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче «Правда» /Кивĕ Сĕнтĕр/ тата «Красное Сормово» /Çĕнĕ Сĕнтĕр/ колхозсене те «Искрăпа» пĕрлештерме йышăннă. 1964 çулта «Искра» «Россия» колхозпа пĕрлешнĕ. Çапла вара пĕрлештернĕ пысăк «Россия» колхоз пулса тăнă.
1991 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Хырай Ĕнел бригади «Россия» колхозран уйрăлса тухса малтанхи вырăнтах «Искра» колхоз йĕркелеме йышăннă. Председателе — Василий Белкова, тĕп бухгалтера Галина Алякинана суйланă. 2006 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче председателе В.П.Краснова лартнă. 2010 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа хуçалăха Александр Зайцев ертсе пырать.
В.ШИНГАЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *