Пятница, 19 апреля

Чиркÿсем кĕлĕ вулакансемшĕн тата унта ĕçлекенсемшĕн  уçă пулĕç

Кăçалхи çул тĕне ĕненекенсем Мăнкун уявне хăйне евĕр ирттерĕç. Кун пирки апрелĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Мăнкун пирки чиркÿсен ĕçĕсене сÿтсе явнă канашлура пĕлтернĕ. Шăпах унта вăл çитес уявра чиркÿсем епле ĕçлессине хыпарланă.
«Паллă, çĕршывра коронавирус амакĕ алхаснине кура, пирĕн çакăн пек çирĕп мерăсене йышăнма тивет. Эпир паян пĕрле мĕнпур ыйтусене пăхса тухса сÿтсе яврăмăр. Чиркÿсем палăртнă кун, унта ĕçлекенсемшĕн тата кĕлĕ вулакансемшĕн уçă пулĕç. Пропускпа вĕсем чиркĕве кĕрĕç, хăйсене шанса панă ĕçе пурнăçлĕç. Чиркĕве вăхăтлăх тухма юраманнине шута илсе, эпĕ Мăнкун уявĕнче килте пулăп, телевизор экранĕ умĕнче паллă пулăма курăп», — тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Олег Николаев. Яланхиллех, кăçал пысăк уява Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче кăтартĕç тата Чăваш наци радиовĕнче итлеме май пулĕ. Служба тÿрĕ эфирта апрелĕн 18-мĕшĕнче каçхине 23.30 сехетре пуçланать. Уяв службине Чăваш митрополичĕ Варнава ирттерет. Турра ĕненекенсем Мăнкун кĕллисене курма пултараççĕ.
Районти чиркÿсем еплерех ĕçлени те пăшăрхантарать, паллах, вулакана. Пĕлтеретпĕр: чиркÿсене çăрапа питĕрмеççĕ, вĕсем ĕçлеççĕ, чиркÿ настоятелĕсем кĕлĕ вулаççĕ, çăмартасемпе ытти апат-çимĕçсене те сăваплаççĕ. Шел пулин те, пысăк уявра çынсене яланхи пек пысăк йышпа чиркĕве кĕртмеççĕ. Вăхăтлăх килте пулмалла.

Александр Осипов,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Христос Чĕрĕлсе тăнă кун — чи аслă уяв, праçниксен Праçникĕ. Эпир кашни çулах ăна савăнăçлă кăмăлпа чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Кăçал вара Мăнкун уявĕ нихçанхинчен те урăхла килсе тухрĕ. Çакна эпир паллах кĕтмен, çакăн пек пуласса ĕненме те пултарайман. Апла пулин те пурнăçри лару-тăрăва кирлĕ пек хакласа районта пурăнакансене Мăнкун кунĕ чиркĕве каяссинчен тăхтаса тăма ыйтатăп. Асăннă мерăсене сывлăха упрас, чире малалла сарăлма парас мар тесе йышăннă. Çавăнпа та пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе килте пулар. Пысăк уява телевизорпа курар, радиопа итлер.

Александр иерей,
Канаш епархийĕн 3-мĕш округĕн благочиннăйĕ:
— Çĕршывра, тĕнчере, республикăра коронавирус чирĕ анлă сарăлнă вăхăтра, чăннипех те чиркĕве çÿрекенсене уявра килте пулма сĕнетĕп. Çакна пурнăçлама пире пурнăç хистет. Паян чи кирли пĕр-пĕриншĕн шутласа килте юласси, хамăр сывлăхшăн çеç мар, пурин тăнăçлăхĕшĕн те шутламалла. Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв кунĕ килте ларасси çăмăл мар, анчах та вăхăтлăха йывăрлăха тÿссе ирттермелле. Унтан вара малтанхи пекех ырă кăмăлпа чиркĕве çÿреме тытăнăпăр.
Аслă уяв ячĕпе — Христос Чĕрĕлне ятпа саламлатăп, сире. Çак аслăран та аслă кун, сирĕншĕн пĕтĕм чун-чĕререн кĕлĕ тăватăп, сире тивлетлĕ савăнăç, сывлăх сунатăп, сирĕн чун хавалĕ çирĕп пултăр. Аслă уяв пурсăра та савăнтартăр. Сирĕн пата тĕнчене çĕнтерсе Чĕрĕлсе тăнă Туррăн пиллĕхĕ çиттĕр, сирĕн чĕрĕлĕх паракан Христос Чĕрĕлнине мухтаса ырă ĕçсем тумалла пултăр.
Чăваш митрополичĕн пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Мăнкун ячĕпе янă саламлă çыруран:
Турра юратакан священниксем, тÿрĕ пурăнакан иноксемпе инокиньăсем, хаклă тăвансем!
Сире пĕтĕм чун-чĕререн чи савăнăçлă уяв ячĕпе — Христос Чĕрĕлнĕ ятпа — саламлатăп! Ĕмĕртен ĕмĕр çĕр çийĕн савăнăçлă сăмахсем янăраççĕ: Христос Чĕрĕлнĕ!
Паянхи самана тикĕс мар, чăн тĕне тĕрĕс сыхласа хăвармашкăн, Чиркÿ пĕрлĕхне хÿтĕлемешкĕн пирĕн вăйлăрах кĕлĕ тумалла.
…Кăçал вара эпир тĕнчипе коронавирус инфекцие пысăк хăвăртлăхпа сарăлнине куратпăр. Çак вăхăтра пурне те тăнăçлăха тата сывлăха упрама чĕнсе калатăп, уйрăмах чире хирĕç тата асапланакан çынсемшĕн кĕлĕ тума ыйтатăп.
Чĕрĕлнĕ Христос çути тата Туррăн сăмахпа калайми юратăвĕ яланах сирĕнпе пултăр! Аминь!

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *