Четверг, 18 апреля

Хальлĕхе килтех лармалла, унталла-кунталла çÿремелле мар

Хальлĕхе килтех лармалла, унталла-кунталла çÿремелле мар

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш наци телекуравĕн, Чăваш наци радиовĕн тата Тăван радио эфирĕнче Чăваш Республикине коронавирус инфекцине илсе килессине чарса лартас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕн черетлĕ «тÿрĕ линийĕ» виççĕмĕш хут иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, оперштаб ĕç ушкăнĕн ертÿçи Алла Салаева ертсе пычĕ.
Чи малтанах ĕç ушкăнĕн членĕсем республикăри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕç, çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Сăмахран, апрелĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ тÿрĕ линире Алла Салаева çынсене йĕркене çирĕп пăхăнма, килте ларма ыйтса каланă. Çакна тĕрĕслеме хуласемпе районсенче, ялсенче ятарлă мобильлĕ ушкăнсем ĕçленĕ. Вĕсем çынсемпе тĕл пулнă, ăнлантару ĕçсем пурнăçланă. Шел пулин те, çакна пурте ăша хывман, Кăчкă уявĕнче чиркĕве каякансем йышлă пулнă. Çакна тĕпе хурса Алла Леонидовна Мăнкун уявне чиркĕве каймасăр, килте ларма ыйтрĕ. «Çакă пĕтĕмпех сывлăха сыхлассипе, чиртен упранассипе çыхăннă», — пĕлтерчĕ вăл.
Сехете тăсăлнă «тÿрĕ линире» чылай ыйту çине хуравлама май килчĕ.
Ашшĕ-амăшне ачасем дистанци мелĕпе хăçанччен вĕренесси тата вĕренекенсем Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене еплерех тытма пултарни кăсăклантарать. Ыйту çине хуравласа Алла Салаева çапла пĕлтерчĕ: «Хальлĕхе ачасем апрелĕн 30-мĕшĕччен çак мелпе вĕренесси паллă. Экзаменсем июнь уйăхĕнче иртеççĕ. 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем вырăс чĕлхипе тата математика предмечĕсемпе çеç экзаменсем тытаççĕ, 11-мĕшсен 4 предметпах тĕрĕслев ĕçĕсене çырма тивет». Тÿрĕ эфира шăнкăравласа тухнă тепĕр хĕрарăм ĕçсĕр юлнă граждансем еплерех пулăшу илме пултарнипе кăсăкланчĕ. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем ĕçсĕр граждансене ĕçпе тивĕçтерекен центра кайма сĕнчĕç. Уйрăм предпринимательсене паянхи йывăр вăхăтра епле пурăнмалли кăсăклантарать. Вĕсен аренда укçи тÿлемелле тата ытти те. Хула çывăхĕнче пурăнакансем дачăсене çÿресшĕн. Хальлĕхе килтех лармалла, унталла-кунталла çÿремелле мар. Шăнкăравласа тухнисем килте лармалла тенине пурте пăхăнманнипе тата ытти регионтан килнисем 14 кунлăх карантина пурнăçламаннипе кăмăлсăр. «Çынсен карантина çирĕп пăхăнмалла, урама сăлтавсăр тухмалла мар, йĕркене пăсакансене тупса палăртаççĕ, çак тĕллевпе рейдсем иртеççĕ, пĕрремĕш тĕслĕхре акт çыраççĕ, кайран вара протокол çырса штрафлаççĕ, штрафсем пĕчĕк мар. Çакна шута илсе йĕркене кашниех пăхăнма тивĕç. «Пурин те изоляцире пулмаллине ахальтен шутласа кăларман. Справка çук тăк тухса çÿреме юрамасть», — ăнлантарчĕ Алла Салаева. Тÿрĕ линие ыйту паракансенчен пĕри 65 çултан иртнисене /ĕçлекеннисене/ хăçанччен больничный панипе кăсăкланчĕ. Ку ыйтăва уçăмлатса çапла хуравларĕç: апрелĕн 19-мĕшĕччен больничнăйпа тивĕçтереççĕ, кайран вара ĕç паракан аслă çулхи çынпа мĕнлерех ĕçлесен аваннине хăй палăртать. Шупашкар хулинче пурăнакансем обществăлла транспортра çÿремелли проездной билечĕсене тăсма ыйтаççĕ, вĕсене туяннă, анчах та килте ларнă май усă курма май килмен. Алла Леонидовна ку ыйтăва шута илсе çитес вăхăтра татса пама шантарчĕ.
Республикăра пурăнакансемпе «тÿри лини» йĕркеленин тĕллевĕ — вĕсен ыйтăвĕсене итлесе хурав парасси тата йывăр вăхăтра пулăшасси. Шăпах паян нумайăшĕ ыйтусем çине хуравсем тупрĕ те.
А.АНТОНОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *