Йĕрке çирĕпленет

Йĕрке çирĕпленет

Коронавирус инфекцийĕ сарăлса пынă май унпа кĕрешесси татах та çирĕпленсех пырать. Республикăра пурăнакансене обществăлла вырăнсене тухса çÿрессинчен, урама сăлтавсăрах тухассинчен пăрăнма ыйтрĕç пулин те, Кăчкă уявĕнче чиркÿсене халăх çав-çавах пухăннă. Мăнкунта та çавăн пек пуласран асăрханса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев апрелĕн 14-мĕшĕнче 107-мĕш номерлĕ хушу алă пуснă. Тĕпрен илсен, çак документра апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă хушăва улшăнусем кĕртнĕ.
Унпа килĕшÿллĕн 2020 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă уйрăм хушуччен Чăваш Енре нумай çынпа тĕн йăли-йĕркипе иртекен мероприятисене ирттерме юрамасть. Вăхăтлăха граждансен кĕлĕ тăвакан тата тĕнпе çыхăннă вырăнсене çÿрессинчен тăхтаса тăмалла. Чиркÿсемпе мечетсене кĕлĕ вулакансен çеç кĕме юрать. Çавăн пекех республикăра пурăнакансен масарсене каяссинчен те вăхăтлăха тăхтамалла. Çын вилсен пытарма çывăх тăванĕсен çеç хутшăнма юранине каланă хушура.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *