Четверг, 25 апреля

Дистанциллĕ вĕренÿ тивĕçтереть-ши?

Районти шкулсенче вĕренÿ мĕнле иртет?
Раççейре анчах мар, Чăваш Енре те çĕнĕ вируспа чирленисен шучĕ, шел пулин те, кулленех палăрмаллах ÿсет. Çавăнпах ĕнтĕ шкул ачисемпе студентсене дистанциллĕ майпа вĕрентессине малалла тăсрĕç. Экспертсен шухăшĕпе, юлашки тапхăрта кун пек майпа пĕлÿ илесси палăрмаллах ÿсрĕ пулин те, нимĕнле компьютер та вĕрентекене улăштараймĕ. Апла пулин те çак тапхăрта кун пек вĕренÿпе çырлахмах тивет.
Çакна тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерстви те шкулсемпе вĕренекенсене малтанах пулăшма тытăнчĕ. Шкул ачине вĕренÿре пулăшма пултаракан интернет-ресурссене палăртнăччĕ. Министерство сайтĕнче 20-е яхăн Интернет-платформа çирĕплетнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ патшалăхăн: «Раççейри электрон шкул» тата «Мускаври электрон шкул». Раççейри мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕ «Раççейри электрон шкул» платформăпа ĕçлеме пултарать. Асăннă тытăма «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Çĕршывра коронавирус чирĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăрсан шкулсене дистанциллĕ вĕренÿ çине куçнă май Раççей Президенчĕ Владимир Путин та вĕрентекенсемпе вĕренекенсене асăннă платформăра ĕçлеме сĕннĕччĕ. Раççейри электрон шкулта 1—11-мĕш классем валли 31 предметпа тулли вĕренÿ курсĕ пур. Унта тĕрлĕ задачăсене «шĕкĕлчеме», видеоуроксемпе паллашма пулать, хăйсем тĕллĕн пĕлÿ шайне тĕрĕслемелли заданисем темĕн чухлех.
Анчах та кирек епле ĕçри пекех дистанциллĕ вĕренÿре те лайăххипе пĕрле кăлтăксемсĕр те мар-ха. Кун пек лару-тăрăва паян виçĕ енлĕ хак пама тăрăшатăп. Дистанциллĕ вĕренĕве педагогсем, ашшĕ-амăшĕ тата шкул ачи мĕнле йышăнаççĕ-ши?
Педагогсемпе ачасем çыхăну йĕркеленĕ
Районти вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев пĕлтернĕ тăрăх, Комсомольски тăрăхĕнчи мĕн пур шкулта дистанциллĕ вĕренĕве пĕтĕмĕшле йĕркеленĕ. Паянхи лару-тăрăва пула килте усăсăр ларакан, ĕçсĕр аптранăран картишĕнче «йытă хăваласа» çÿрекен вĕренекенсем çук. «Ачасем вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пынине педагогсем, шкул директорĕсем, класс ертÿçисем куçран вĕçертмеççĕ», — терĕ Валерий Петрович.
Хăш-пĕр вĕренÿ учрежденийĕнчи вĕрентекенсем май килнĕ таран онлайн мелĕпе уроксем ирттереççĕ, ачасемпе çĕнĕ темăсене тишкереççĕ. Нумайăшĕ электрон дневник урлă ир кÿлĕмех паян «класра» пурнăçламалли тата килти ĕçсене палăртать. Шкул ачи вара вĕсене пурнăçласа вĕрентекене электрон майпа ярса парать.
— Паян Интернет уçлăхĕнче пĕр харăсах темиçе çĕр-çĕр ача ларнăран чăрмавсем сиксе тухнине те пытарма кирлĕ мар. Апла пулин те районта вĕренĕве кирлĕ пек йĕркелеме май тупнă. Вĕрентекенсемпе шкул ачисем пĕр-пĕринпе çыхăнмалли меслетсене чи малтан палăртнă. Ытларах «WhatsApp» тата «Viber» усă курса хăйсен ушкăнĕсене йĕркеленĕ, «ВКонтакте» социаллă сеть урлă та çыхăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Тукай Мишер, Урмаел вăтам шкулĕсенче «Zoom» хушăм урлă питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Çакна хам курса ĕнентĕм тата хакларăм. Педагогсем пур вĕренекенпе те çыхăнăва тухаççĕ, урока сÿтсе яваççĕ, ăнлантараççĕ, ыйтусем çине хуравлаççĕ. Вĕрентекенсем кашни ачапа уйрăм çыхăнăва тухса пулăшма та хатĕр. Хăш-пĕр вĕрентекенсем онлайн мелĕпе кашни урокрах çыхăнăва тухма хатĕр. Анчах та пурте пĕр вăхăтрах уроксем ирттернĕрен Интернет кирлĕ пек ĕçлеменни те сисĕнет пулин те, чăрмавсене çĕнтерсе ачасене пĕлÿ паратпăр, — терĕ Валерий Петрович.
Районти чылай шкул директорĕсен шучĕпе, ачасем хăйсем тĕллĕн тата дистанциллĕ майпа вĕреннĕрен вĕренÿ пахалăхĕ япăхланмалла мар. Чи кирли — педагог сĕнекен онлайн-уроксене пысăк тимлĕх уйăрмалла, урокри ĕçсене ăнланса пурнăçламалла. Ăнланмасассăн, вĕрентекене шăнкăравласа пулăшу ыйтма именмелле мар.
Пурин те компьютер çук
Çемьере пĕр е икĕ ача пулсан анчах лайăх-ха, ку чухне кашнинех компьютер пур темелле. Анчах та нумай чухне лару-тăру пачах та урăхла-çке. Енчен те килте тĕрлĕ ÿсĕмри виçĕ е ытларах та ача, çитменнине тата ашшĕ-амăшĕн те килте ларнă вăхăтрах компьютерпа ĕçлемелле пулсан ăçта кайса кĕмелле-ха; Тата районти мĕн пур çемьене пысăк тупăшлисен шутне кĕртейместĕн-çке? Чăнах та, ыйтăвĕсем çивĕчех.
— Компьютер çуккисем кĕсье телефонĕсемпе усă курса видеоçыхăнăва тухаççĕ, килти ĕçсене пурнăçласан вĕсене вĕрентекене ярса параççĕ. Интернет япăх тытакан вырăнсенче пурăнакансемпе вĕрентекенсем уйрăмшарăн калаçса çыхăнăва йĕркелеççĕ, — пĕлтерчĕç шкул директорĕсем.
Экспертсем палăртнă тăрăх, шкул ачисен паянхи ăрăвĕ мĕн пĕчĕкренех компьютерпа тата смартфонсемпе «пĕр чĕлхерен» пулнăран вăл е ку информацие шыраса тупасси вĕсемшĕн йывăрлăхах мар. Çав вăхăтрах Интернет уçлăхне ирĕклĕнех «кĕрсе çÿреме» май панă чухне ашшĕ-амăшĕн хăрушсăрлăх çинчен те манмалла мар. Ачасем мĕнле сайтсенче ларнине, вăхăта епле ирттернине сăнасах тăмалла.
Пĕр-пĕрне ăнланни пĕлтерĕшлĕ
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ вара дистанциллĕ, ачасем хăйсем тĕллĕн вĕренннипе кăмăлсăр.
«Вĕрентекенсем килте ачасен ĕçĕсене тĕрĕслесе ларĕç-ха. Вăл е ку темăпа ĕç пурнăçланă хыççăн мĕншĕн «3» паллă лартнине ăнлантармаççĕ те. Мăшăрпа иксĕмĕр те ăçта йăнăшнине палăртма тăрăшса шыратпăр. Çапла вара хамăр та ăнланмастпăр, ачана та ăнлантарса параймастпăр. Тен, вĕрентекенĕн ачасем мĕнле йăнăшсем ытларах тунине сÿтсе явассине йĕркелемелле», — кăмăлсăртараххăн пĕлтереççĕ ашшĕ-амăшĕсем. Ку ыйтупа редакцие шăнкăравлакансем те пулчĕç. «Дистанци мелĕпе вĕренме çăмăлах мар, — пĕлтереççĕ вĕсем. Теприсем вара дистанциллĕ вĕренÿ ывăл-хĕрне яваплăха туйма вĕрентнине, хăйне тĕллĕн кирлĕ информацие шырама хăнăхтарнине пĕлтерчĕç. Çакăн йышши вĕренÿ уйрăмах шкул пĕтерекен 9-мĕшсемпе 11-мĕш классемшĕн усăллă пулнине палăртрĕç.
Сăмах май, шкул ачисем килте дистанциллĕ майпа вĕренеççĕ тесе кăçал алла аттестат илме хатĕрленекен классенче пĕлÿ илекенсем Пĕрлехи патшалăх аттестацине те, экзаменĕсене те тахçанах хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Предмет вĕрентекенĕсем ачасене ятарлă заданисемпе тестсем парса ăс-хакăлне тарăнлатма пулăшаççĕ. Валерий Голыев пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра кун пек лару-тăру хуçаланнăран 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем вырăс чĕлхипе тата математика предмечĕсемпе çеç экзаменсем тытаççĕ, 11-мĕшсен вара тăватă предметпах тĕрĕслев ĕçĕсене çырма тивет. Дистанциллĕ вĕренÿ вĕрентекенсемшĕн лайăх тенипе те килĕшессĕм килмест-ха. Педагогсем те кунĕпех килте пулсан та компьютер технологийĕсем умĕнче сахал мар вăхăт ирттерме, шкул ачисене ĕçсем ярса панипе пĕрлех вĕсене тĕрĕслеме тивнине те палăртаççĕ. Вĕсем те чĕрĕ çыхăну çитменнине, вĕренекенĕсемшĕн тунсăхланине систереççĕ.
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хушшинче шкул ачисен çуллахи каникулĕ ытти çулхисенчен маларах пуçланасси çинчен сас-хура çÿрет. Паянхи куна вара çакă паллă: вĕренекенсем апрелĕн 30-мĕшĕччен дистанци мелĕпе вĕренĕç. Улшăнусем пулсассăн вĕсене тÿрех пĕлтереççĕ.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *