Вторник, 23 апреля

Чиркĕве кайма кăмăл пур пулсан та — хамăра упрамалла

Маларах çынсене килте пулма сĕннĕ пулсан, халĕ çирĕпрех ыйтаççĕ: килтех ларма тăрăшмалла. Çынсем тăватă стена хушшинче ларса йăлăхнă пулин те тÿсмелле, килтех юлмалла. Коронавирус чирĕнчен асăрханма, сыхланма тăрăшмалла. Раççейре, республикăра, районта йышăннă йĕркесем — пĕтĕмпех чиртен сыхланмалли мерăсем.
Акă, православи тĕнне ĕненекенсем апрелĕн 12-мĕшĕнче Кăчкă праçникне паллă турĕç. Халăха чир анлă сарăлнă вăхăтра, обществăлла вырăнсене çÿрессинчен пăрăнма ыйтаççĕ пулин те, районти чиркÿсенче çак кун çынсем пуçтарăннă-ха. Чылайăшĕ чиркĕве килсех кăчкăсене сăваплама шутланă. Çак кун вара ял тăрăхĕсенче çынсене киле пырсах кăчкăсемпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ.
Апрелĕн 19-мĕшĕнче вара Мăнкун уявĕ çитет. Хăшĕсем çак кун чиркĕве каяс тейĕç. Анчах та кăçаллăха тытăнса тăрасчĕ. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă чухне те сÿтсе явнă. Апрелĕн 10-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл та Турра ĕненекенсене коронавирус чирĕнчен сыхланас тĕлĕшпе вăхăтлăха чиркĕве çÿрессинчен тăхтаса тăма чĕнсе каларĕ. Чăваш Ен митрополичĕ Варнава та çулсерен Мăнкун уявĕ тĕлне яракан Çырăвĕнче республикăра пурăнакансене чир сарăлнă вăхăтра чиркĕве каяссинчен тăхтама, сывлăха упрама чĕнсе калать. Сăмах май, Мăнкун кĕллине килтех Чăваш наци телекуравĕпе тÿрĕ эфирта курма май пулĕ. Çавăнпа та килте пулни пуриншĕн те лайăхрах.
Александр иерей, Канаш епархийĕн 3-мĕш округĕн благочиннăйĕ, «Вознесения Господня» чиркÿ настоятелĕ:
— Православи тĕнне ĕненекенсем çак эрнере Мăнкун уявне паллă тăватпăр. Христосăн Çутă чĕрĕлĕвĕ — христиан тĕнчи паллă тăвакан чи сумлă уявсенчен пĕри. Мăнкун каçĕ çынсем чиркĕве уйрăмах йышлă пухăнаççĕ. Кăçал вара тĕнчере коронавирус чирĕ анлă сарăлнă вăхăтра эпĕ Турра ĕненекенсене чиркĕве килессинчен тăхтаса тăма, килте кĕлĕ вулама чĕнсе калатăп. Енчен те чиркĕве килмех шутларăр пулсассăн профилактикăпа гигиена правилисене пăхăнма тивĕ. Маска, перчетке тăхăнма, алăсене тăтăшах çума ан манăр, пĕр-пĕринпе юнашар ан тăрăр. Асăрханни, тимлĕрех пулни сывлăха упрама пулăшĕ. Турăпа пĕрле çÿрĕр.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *