НФЦ мĕнле йышăнать?

Чире сарăлма парас мар тесе пирĕн республикăра, пĕтĕм çĕршыври пекех, ятарлă мерăсем йышăнаççĕ. Вĕсене кунран-кун хытарса пыраççĕ. Районти чылай учреждени-организаци çынсене йышăнма пăрахнă ĕнтĕ. Апла пулин те, тумалли ĕç кĕтсе тăмасть-çке, кашни ĕçе вăхăтра туни паха. Çавна май эпир çак ыйтупа районти нумай функциллĕ центрăн директорĕпе Оксана Григорьевăпа калаçрăмăр.
— Оксана Юрьевна, халĕ сирĕн организаци мĕнле йĕркепе ĕçлет? Кама тата мĕнле ыйтусемпе йышăнатăр? 
— Апрелĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă хушуччен заявительсене маларах çырăннă тăрăх çеç йышăнатпăр. Çав вăхăтрах халĕ усă курма пулакан пулăшусен списокне чылай кĕскетнĕ. Ку списока ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăхсен хутшăнăвĕн министерстви кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 67 №-лĕ приказĕпе çирĕплетнĕ. Шăпах çавсемпе усă курма пулать халĕ.
— Мĕнле пулăшусем çак списока кĕреççĕ-ши?
— Тĕслĕхрен, паспорт илес текенсен, харпăр хăй предприниматель е хресчен /фермер/ хуçалăхĕ пек регистрациленес тата, пачах тепĕр майлă, харпăр хăй предприниматель пулма пăрахас е хресчен /фермер/ хуçалăхне хупас текенсен çакна тума май пур. Çавăн пекех куçман пурлăхăн прависемпе çыхăннă хăш-пĕр ĕçе тума пулать. Унсăр пуçне, пурăнмалли çурт-йĕре приватизацилес, строительство валли ирĕк илес, кадастр планĕнчи çĕр участокĕн схемине çирĕплетес, хатĕр объекта хута кĕртме ирĕк илес, социаллă найм килĕшĕвĕ тата ытти хăш-пĕр ĕçе тăвас текенсем те пулăшупа усă курма пултараççĕ.
— Маларах çырăнас е ыйтса пĕлес текенсен сирĕнпе мĕнле çыхăнма май пур?
— Маларах çырăнмалли тытăм çак сайтра ĕçлет: http://komsml.mfc21.ru Çавăн пекех 8/83539/5-20-68 телефонпа шăнкăравласа та çакна тума пулать. Маларах çырăннисене тунтикунран эрнекунччен 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен йышăнатпăр. Аса илтеретĕп: пирĕн пата килнĕ чухне ятарлă маска тăхăнма ан манăр, асăрхануллă пулăр. Ĕç йĕркинчи вăхăтлăх улшăнусемшĕн каçару ыйтатпăр. Сывлăхлă пулăр!
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *