КОРОНАВИРУС: санран, манран, пирĕнтен килет. Урама сăлтавсăрах тухар мар!

ТĔНЧИПЕ сарăлса пыракан хăрушă вирусран юнашар пурăнакансем, утса çÿрекенсем чирлеме е вилме тытăнсан кăна ăса кĕрет пулмалла районта пурăнакан халăх. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн чире сарăлма чарас сăлтавпа пурин те килте лармалли, апат-çимĕç магазинĕсемпе аптекăсемсĕр пуçне суту-илÿ çурчĕсене, халăх йышлăн пухăнакан ытти вырăнсене хупмалли çинчен Указне пăхăнманнисем пайтах. Мĕншĕн? Çынсем йышлăн чирлеме пуçласассăн çеç хыпаланса ÿксе килтен тухма пăрахĕç-ши? Калама хĕн. Пурнăç кăтартĕ. Паянхи куна вара çапла калас килет: районта пурăнакансем лару-тăрăва кирлĕ пек хакламаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Йĕркипех пуçлар.
Тĕрĕслев хăратать-ши?
Çак кунсенче район прокуратури, Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ, Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ, район администрацийĕ, районти шалти ĕçсен пайĕ, «Каçал ен» хаçат редакцийĕ пĕрлехи рейда тухрĕ. Тĕрĕслев тĕллевĕ — район территорийĕнче ĕçлекен суту-илÿ лавккисем тата уйрăм çынсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ Указа еплерех пурнăçланине тĕрĕслесси. Ĕçлĕ ушкăн: район прокурорĕ Олег Васильев, Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн специалисчĕ Ольга Кузьмина, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх, экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн участковăйĕ Артем Кокшин «Пятерочка», «Магнит», «Лидер», «Сахарок», «Уют» суту-илÿ çурчĕсене, уйрăм предпринимательсен точкисене çитрĕç. Тĕлĕнмелле те пек — йĕркене пур çĕрте те пăхăнаççĕ тесе калама иртерех. Магазинсенче дезинфекцилемелли хутăшсем çителĕксĕр, ĕçченсен ÿт температурине пур çĕрте те виçмеççĕ, ятарлă журналсем çук, тирпейлес ĕç «уксахлать». Çынсем вара пĕр вĕçĕмсĕр магазина кĕреççĕ, тавар туянаççĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмаççĕ, маска тăхăнман çынсем те пур-ха. Кун пеккисене тÿрех акт çырчĕç. «Чир вăхăтĕнче маска тăхăнмалла! Сăлтавсăр магазина тухмалла мар», — тесе асăрхаттарчĕç тĕрĕслеве тухнисем. Асăрхаттарнă хыççăн: «Манăн пур, кĕсьере, автомашина çинче», — тесе калакансем те пулчĕç. Хăшĕсем: «Аптекăсенче сутмаççĕ. Ăçта туянмалла?»— хуравларĕç кăмăлсăр. Аптекăсенче маскăсем çук пулсассăн, паянхи кун килте, фабрикăсенче пусмаран çĕленĕ маска туянма пулать.
Йĕркене пăхăнман суту-илÿ магазинĕсем тĕлĕшпе акт тата протокол çырчĕç. Сăмахран, 500 тăваткал метртан ытларах лаптăклă суту-илÿ çурчĕсен, апат-çимĕç сутнисĕр пуçне, суту-илÿ тума пачах юрамасть. Çакна магазинсен директорĕсем пĕлмеççĕ е пĕлмене переççĕ. Чир анлă сарăласран йĕрке çирĕплетнĕ пулсассăн ăна пăхăнма тиветех, унсăрăн явап тыттараççĕ, штраф параççĕ. Вăл çеç те мар. Йĕркене пăхăнманни, çынсем çÿрекен вырăнсене дезинфекцилеменни, ĕçлекенсене кирлĕ пек тĕрĕслеменни пуриншĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Çак вăхăтра ытларах укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси çинчен мар, сывлăха упрасси пирки шутласчĕ. Çынсене хăрушлăх умне кăларса тăратни — инкек патне илсе çитерет.
Апрелĕн 9-мĕшĕ тĕлне тĕнчере 1546214 çын, Раççейре — 11508ăн, Чăваш Енре — 19ăн, районта 1 çын коронавируспа чирленĕ.
Тĕнчере 338623 çын, Раççейре 824ăн, республикăра 1 çын сывалнă.
Саккуна пăссан – штрафсем
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи мартăн 31-мĕшĕнче Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодекса кĕртекен улшăнусене ырланă. Çапла, инфекци сарăлас хăрушлăх пулнă вăхăтра килте ларассине /самоизоляци режимне/ пăхăнманшăн гражданина 15 пинрен пуçласа 40 пин тенкĕ таранччен штраф пама пултараççĕ. Должноçри çынсем валли штрафсен суммисем 50 пинрен пуçласа 150 пин тенкĕ тарана çитнĕ, юридици сăпачĕсем валли штраф 200—500 пин тенкĕ е ĕçне 30 куна чарса лартаççĕ. Енчен те гражданин самоизоляци йĕркине пăснине пула тепĕр çын сывлăхне сиен кÿнĕ е вăл çавна пула вилсе кайнă пулсан, кунта преступлени палăрăмĕсем çук пулсан та, гражданинран 150 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран штраф шыраса илме пултараççĕ. Должноçри çынсемшĕн çак штраф 300—500 пин тенкĕ пулать.
Юридици сăпачĕсене 500 пин тенкĕрен 1 миллиона çити штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Яваплăрах пулмалла
Комсомольскинче пурăнакан ватă çынсем те асăрхаттарнине хăлхана чикменни куç кĕрет. Куллен магазина утаççĕ вĕсем. Рейд вăхăтĕнче те çакна курса ĕнентĕмĕр.
«Паян вилетĕп-и, ыран-и — маншăн пурпĕрех», — тет пĕр ватă çын. Чир çаклансан сараканни хăй пуласси çинчен шута илмест-ши вăл? Тĕрĕссипе, коронавирус малтан иммунитет хавшанă çынсене, апла-тăк, ватăсене, ерет. Çавăнпа та, тăвансем, акă мĕншĕн яваплăрах пулмалла, сăлтавсăр килтен тухмалла мар.
Пĕр уйăха ĕçрен хăтарнине хăшĕ-пĕри отпуск вырăнне йышăнни пысăк йăнăш. Ку вăл — коронавирус сарăласран йышăннă профилактика йĕрки. Ăсчахсен шучĕпе, Раççейре эпидеми пикĕ çитмен-ха, вăл апрель вĕçне, май пуçламăшне тÿр килмелле.
Ютран килтĕн – тĕрĕслен
Çакăн пирки хаçатсен страницисенче те, интернетра та, социаллă сетьсенче те вун-вун хут çыраççĕ, пĕлтереççĕ. Анчах та района урăх регионтан килекенсем кун пирки илтмен те тейĕн. Вĕсем е тăванĕсем кун пирки вырăнти ял тăрăхне пĕлтерме васкамаççĕ çеç мар, килти çынсемпе хутшăнассинчен те пăрăнмаççĕ. Пурне те тĕрĕслесе, асăрхаса та пĕтерме çук. Çавăнпа та ют вырăнтан таврăнакансен хăйсенех фельдшерпа акушер пунктне, район больницине кайса тĕрĕсленмелле. Çакăн пек тĕслĕх районта та пулнă. Шурут ял тăрăхне Мускавран хăна килсе çитнĕ. Арçын кунта килсен хăйне япăх туйма тытăннă, медицина пулăшăвĕ ыйтнă. Паллах, ăна тÿрех Шупашкарти больницăна сипленме хунă. Апрелĕн 8-мĕшĕнче вара арçын коронавируспа чирлĕ пулни анализпа çирĕпленнĕ.
Енчен те эсир кам та пулсан ют тăрăхран киле таврăнни çинчен пĕлетĕр пулсан, сирĕн полици уйрăмне, хăвăр пурăнакан ял тăрăхĕн администрацине шăнкăравласа пĕлтерме май пур. Çапла туни чир сарăлассине чарса лартма пулăшать.
Килте кичем маар
Хальхи вăхăтра килте ларасси кичем тени вырăнлах мар, хальччен алă çитмен ĕçе пурнăçласа вăхăта усăллă ирттерме пулать, телевизор, интернет пур. Ку енчен ÿпкелешме сăлтав çук. Чăваш Республикинчи тĕрлĕ министерствăсемпе ытти ведомствăсем инçет /дистанци/ енĕпе тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма чĕнеççĕ, спектакльсем курма сĕнеççĕ, артистсем уçă эфирта концерт та йĕркелеççĕ, тренерсем килте ларнă чухне те спортпа туслашма май пурри çинчен пĕлтереççĕ. Район центрне сăлтавсăр тухса çÿремелле мар. Ялсенче эрнесерен иртекен пĕчĕк пасарсене те ĕçлеме чарнă. Кун пек мерăсем ял çыннисемшĕн хальлĕхе йывăрлăх кÿмелле мар, ялти пасарсене, тĕслĕхрен, çынсем, уйрăмах пенсионерсем, кирлине туяннинчен ытла, ял-йыша курма тухаççĕ.
Суя хыпар хăратать
Çак сăмахсене тĕпе хурса паянхи йывăр вăхăтра официаллă сайтсенчи информацие çеç ĕненмелле, тĕрлĕ сетьсенче çырнă хыпарсене ăса хывмалла мар. Енчен те сирĕн коронавирус темипе ыйтусем пур пулсассăн, эсир хĕрÿ лини телефонĕн номерĕсемпе шăнкăравлама пултаратăр.
Çынсене çакăн пирки те каласа хăварас килет, сирĕн яла васкавлă пулăшу машини килчĕ пулсан, унтан ятарлă тум тăхăннă, сăмси-çăварне маскăпа хупланă медицина ĕçченĕсем тухса кам патне те пулин кĕчĕç пулсан, никамăн та сехĕрленсе ÿксе теприне çав çуртра пурăнакансен коронавирус чирĕн палли палăрнă тесе суя хыпар пĕлтерме васкамалла мар. Паян чи кирли — кашниех хăйне упрани!
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *