Тÿрĕ лини – хуравсем уçăмлă

Паянхи кун пĕр-пĕринпе кирек хăш темăпа калаçсан та юлашкинчен е малтан коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас ыйту патне çитетпĕр. Ку енĕпе интернет, телевидени, радио, хаçат-журнал сахал мар ĕç тăваççĕ пулин те халăха хумхантаракан ыйту та чылай-ха.
Шăпах вĕсене уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикинче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине хирĕç кĕрешекен тата вируса региона урăх çĕртен илсе килме пултарасран асăрхаттарас енĕпе тимлекен оперативлă штаб çумĕнчи ĕç ушкăнĕ апрелĕн 9-мĕшĕнче черетлĕ тÿрĕ лини ирттерчĕ.
Ĕç ушкăнĕн ертÿçи — Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ çумĕ Алла Салаева, тÿрĕ линие уçнă май, республикăра çак хăрушă вирус пандемийĕ сарăлассине чарас тĕлĕшпе мĕн май килнине йăлтах тума тăрăшни çинчен аса илтерчĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йышăннă Указсене яваплăха туйса çирĕп пăхăнмаллине çивĕчлетрĕ.
Çынсене ытларах çакăн пек ыйтусем хумхантараççĕ: «Субботниксем йĕркелеме юрать-и?», «Дистанци мелĕпе вĕрентесси», «Дача сезонĕ вăхăтĕнче участока кайса çÿрес пирки», «Мăнкунра чиркĕве кайма юрать-и?» тата ытти те.
Хĕрÿ лини вăхăтĕнче оперативлă штаб çумĕнчи ответлă ĕçченсем çак тата ытти ыйтусене тулли хуравсем пачĕç.
/ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *