Вторник, 27 февраля

Чир алхасать, йĕрке çирĕпленет

Чир алхасать, йĕрке çирĕпленет

Раççей Президенчĕн Владимир Путин хушăвĕпе килĕшÿллĕн коронавирус чирĕ сарăласран асăрханас тĕллевпе апрелĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм хушуччен Чăваш Енре ятарлă сыхлăх мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Ун пирки калакан Указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев апрелĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă.
Çак документпа килĕшÿллĕн обществăлла апатлану, канупа спорт урежденийĕсемпе организацийĕсем ĕçлемĕç. Çавăн пекех чарусем çул çÿрев тытăмне те пырса тивĕç. Хуласем хушшинчи /междугородный/ пассажирсем турттарас ĕçе вăхăтлăха чарса лартĕç. Хула çывăхĕнчи /пригородный/ автобуссем 5 сехетрен пуçласа 9 сехетчен, 12 сехетрен пуçласа 14 сехетчен тата 17 сехетрен пуçласа 21 сехетчен çеç халăха турттарĕç. Суту-илĕве илсен апат-çимĕç сутакан тата куллен кирлĕ таварсен лавккисем яланхи пекех туянакансене йышăнĕç. Пурнăçра питех те кирлĕ таварсен йышне çирĕплетнĕ 25 пунктран тăракан ушкăна маскăсене, антисептиксене, çурхи уй-хир ĕçĕ-сене ирттерме кирлĕ таварсене çирĕплетнĕ.
Апрелĕн 6-мĕшĕнчен ачасене дистанци мелĕпе вĕрентме тытăннă. Хăш-пĕр организацисем те çак майпах хăйсен ĕçĕсене туса пырĕç. Ун пек май килменнисем валли ĕçе пырса çÿреме ирĕк паракан справкăсем парĕç. Çак документпах волонтерсене те тивĕçтерĕç.
Ытти граждансен вара килте ларма тăрăшмалла, çул çÿреве тухассинчен тата чиркÿсемпе мечетсене çÿрессинчен тăхтаса тăмалла. Çынсемпе калаçнă чухне 1,5 метртан çывăха пымалла мар. Уйрăмах 65 çултан аслисен, ÿпке-чĕре чирĕсемпе аптракансен тата ача кĕтекен амăшĕсен асăрхануллă пулмалла. Ятарлă режим вăхăтĕнче пурте яваплăха ÿстерсен, палăртнă йĕркесене çирĕп пăхăнсан çеç хăрушă амака çĕнтерме пултарăпăр. Анчах ту çакăн та вара уйăрăммăн каласа хăварас килет. Районта пурăнакансем лару-тăрăва кирлĕ пек хакламаççĕ-ха. Район центрĕнче, ялсенче çÿрекенсен йышĕ чакмасть. «Килте лармалла! Тухмаллла мар» — тени кăлăхак каланă пек туйăнать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов оперативлă штабăн черетлĕ канашлăвĕнче те районта пурăнакансене тимлĕх пирки аса илтерме чĕнсе каларĕ: «Лару-тăрăва хакласа, чире сарлăма парас мар тесе килте ытларах пулма тăрăшасчĕ. Магазинсене çÿрессинчен, обществăлла вырăнсене тухассинчен пăрăнасчĕ. Кашни çын сыхă пулсассăн, гигиенăпа профилактика мерисене пурнăçласассăн эпир чире сарăлма памастпăр. Çак йывăр вăхăтра тимлĕ, асăрхануллă пуласчĕ, официаллă сайтсенчи хыпарсене çеç тĕпе хурасчĕ,— терĕ вăл. Кун пирки хаçатăн кашни номерĕнчех çыратпăр. Республикăри лару-тăрупа та паллаштаратпăр. Çавăн пекех района тĕрлĕ регионсенчен е тĕрлĕ хуласенчен килекенсене те уйрăмах яваплă пулма ыйтрĕ пуçлăх. Вĕсен района, яла çитсессĕн, чи малтан фельдшерпа акушер пунктне çитмелле, сывлăхне тĕрĕслеттермелле, япăх туйсан киле васкавлă пулăшу е фельдшера чĕнмелле, килтисемпе, туссемпе хутшăнмалла мар, пĕчченлĕхре пулмалла. Кашни çын коронавирус чирĕ мĕн тери хăрушă пулнине ăнланмаллах.
Района килекенсем пирки калас пулсассăн, паянхи куна вĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Ял тăрăхĕсенче ку енĕпе ятарлă йĕркепе ĕçлеççĕ. Сăмахран, апрелĕн 3-мĕшĕнче Шупашкара Мускавран чирлĕ хĕрарăм килни пирки пĕлтернĕччĕ. Унпа пĕрле пĕр автобусра Комсомольски район çынни килни паллă. Вăл COVID-19 вируса тĕрĕслеме анализсем панă, арçын 14 кунлăх карантинра. Тепĕр тĕслĕх — Таджикистан çынни района килнĕ. Кунта унăн ÿт температури ÿсни, пуç ыратни паллă пулнă. Ăна медицина ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ, анализсем илнĕ. Халĕ ăна Шупашкар хулинчи больницăна госпитализациленĕ. Вăл коронавируспа чирли хальлĕхе çирĕпленмен. Унпа хутшăннă çынсене те тĕрĕслеççĕ. Асăрхаттарнине ăша хывăр, каланине итлĕр, йĕркене пăхăнăр.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *