Четверг, 25 апреля

Танкистсене манар мар

Февралĕн 16-мĕшĕнче пирĕн района танк илсе çитерчĕç. Тĕрлĕ çулсенче Германире хĕсметре пулнă салтаксем тăрăшнипе икĕ çул каялла çуралнă шухăш паянхи куна пурнăçланчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăннă тепĕр палăк Çĕнтерÿ кунне уçăласса шансах тăратпăр. Хамăр районта çуралса ÿснĕ, вăрçăра пуçĕсене хунă тата чĕрĕ-сывă таврăннă танкистсене ятран пĕлетпĕр-ши эпир; Ăçта та пулсан вĕсем çинчен ятарласа тунă список пур-ши?
Йăлмахва ялĕнчен вăрçă çулĕсенче 4 танкист пулнине документсемпех çирĕплетсе калама май пур. Андрей Исаевич Зайцев 1918 çулта çуралнă, Патăрьел ялĕнче учитель профессине алла илнĕ. Çав районтах Татмăш ялĕнчи шкулта ачасене вĕрентнĕ. Вăрçă пуçланиччен Смоленск облаçĕнчи Косачевка ялĕ çывăхĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Тăшмансем пирĕн Совет çĕрĕ çине вăрçăпа кĕрсен Андрей Зайцева Ульяновск хулинчи танк училищине вĕренме яраççĕ. Лейтенант званийĕ илнĕ хыççăн танкист Ржеври йывăр çапăçусене хутшăнать. 1942 çулхи августăн 26-мĕшĕнче тан мар çапăçура танксен Т-70 рота управленийĕн командирĕ пуçне хунă. Пирĕн ентеш канлĕх тупнă вырăнĕ — Зубцов хулинче, Московская Гора мемориалта.
Тепĕр танкист — Михаил Тимофеевич Зайцев /1923—1985/. Ашшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хурсанах 4 кунран 1943 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Мишăна Комсомольски районĕн çар комиссариатне çитме повестка килнĕ. Хутла лайăх пĕлнине кура çамрăк салтака Киров хулинчи 36-мĕш артиллери полкне Т-34 танка снарядпа авăрлакана вĕренме илсе каяççĕ.
Василий Герасимович Алякин /1919—1955/ та танкист пулнă. Хĕрлĕ çарта 1939 çулхи декабрь уйăхĕнченех службăра тăнă вăл. Кайран танксен 44-мĕш гварди бригадинчи Т-34 танкăн хĕç-пăшал командирĕ пулнă. Вăл урнă тăшмана хăваласа хăй йăвинех, Берлинах, çитернĕ. Гварди старшини Василий Алякин 1945 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ илме тивĕç пулнă.
Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ тепĕр танкист — Гурий Гаврилович Чаржов /1916 —1956/. 1939 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Хĕрлĕ çарта службăра тăнă. Вăрçă пуçлансан, 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи февралĕн 25-мĕшĕччен, Кăнтăр фронтĕнче пулнă. Каярахпа 2-мĕш Украина фронтĕнче 1944 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕччен çапăçнă. Гурий Чаржов хĕрлĕармеец 2 хутчен çăмăл аманнă, сипленнĕ хыççăн танкистсене вĕрентекен 3-мĕш уйрăм полка танкист пулма яраççĕ. Çапăçусенче палăрнăшăн Г.Чаржова 1945 çулхи майăн 14-мĕшĕнче «Паттăрлăхшăн» медаль парса чысланă.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *