Пятница, 27 января

Виçĕ хутчен медале тивĕçнĕ

Виçĕ хутчен медале тивĕçнĕ

Аслă Отечественнăй вăрçăн хăрушă, хаяр тытăçури кунĕсем пирĕнтен аяккарах та аяккарах юлса пыраççĕ. Калама çук хăрушă хĕн-нуша, терт-асап урлă тухнă пирĕн халăх. Нумай нациллĕ совет халăхĕ кар тăрса ирсĕр тăшмана хирĕç тăни пире çĕнтерме май панă. Нумай çухату тÿсрĕмĕр эпир. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр суранланнă, вилнĕ салтаксен шăписем паянхи кун та район историйĕн уçăлман страницисенче нумай-ха…
Брест крепоçне хÿтĕлекенсене, вăр-çăн пĕрремĕш йывăр кунĕсенче тăшман ункинче юлашки патрон юлмиччен çапăçакансене, Мускава, Ленинграда фа- шистсене кĕртменскерсене, Атăл çинче тăшмана тĕп тăвакансене хамăр чĕрере яланах асра тытар. Çамрăк ăру Тăван çĕршывăн паттăр ывăлĕсемпе хĕрĕсене, яланлăхах ют çĕрте выртса юлнă салтаксене нихăçан та ан мантăр. Пурнăç тата вилĕм мĕнле пулнине, ирĕклĕхе мĕнле хакпа çĕнсе илнине çамрăксем пĕлччĕр.
Архиври документсене вуласа тухнă хыççăн хамăр районта çуралса ÿснĕ паттăр салтаксен шăписем çинчен чылай пĕлме пулать. Паян хаçат вулаканĕсене Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Филипп Александрович Корсунов çинчен каласа парас килет. Вăл 1911 çулта çут тĕнчене килнĕ. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Хĕвеланăç фронтĕнче тăшмана хирĕç çапăçма пуçланă. 1942 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа Çурçĕр Хĕвеланăç фронтĕнче фашистсене тĕп тунă. 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче Прибалтика фронтĕнче çапăçнă. Филипп Корсунов виçĕ хутчен «Паттăрлăхшăн» медаль илме тивĕç пулнă. Архиври документсенче çапла çырнă: «1944 çулхи мартăн 26-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 11-мĕшĕччен 6-мĕш батаре-йăри гварди рядовойĕ Филипп Александрович Корсунов тупăпа пенĕ хыççăн груз тиенĕ 3 лава, 1 тупăна стройран кăларнă, взвода яхăн нимĕç салтакĕсемпе офицерĕсене вĕлернĕ». Тепĕр награда хучĕ çинчи йĕркесем: «Гварди рядовойĕ Корсунов расчет шучĕпе 3 станковăй пулемета, алăпа пемелли 3 пулемета, 1 дзота пĕтернĕ тата контратака вăхăтĕнче тăшманăн 20 салтакне тĕп тунă». Виççĕмĕш медале те ахаль паман. Латвири Огре хулишĕн пынă çапăçура Ф.Корсунов тăшманăн 75 миллиметрлă орудине, 3 станковăй пулеметне аркатнă, 30 нимĕç салтакĕпе офицерне леш тĕнчене ăсатнă. Пирĕн паттăр 1944 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче «Мускава хÿтĕленĕшĕн» медаль илме те тивĕç пулнă.
Пирĕн районтан вăрçа тухса кайнă ентешсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр, иртнĕ кун-çулсем пирĕн асăмрах упранĕç.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *