Любовь Александрова, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Конституцие кĕртме сĕнекен тÿрлетÿсем çав тери кирлĕ тесе шутлатăп. Тĕпрен илсен, вĕсем граждансен пурнăçне лайăхлатассипе, малашлăхпа çыхăннă. Кунта çемьесене, ачалăха, ача амăшне, аслă ăрăва хÿтĕлесси те кĕрет. Вĕсен, паллах, ырлатăп, мĕншĕн тесен чăн малтан çынсене социаллă гаранти кирлĕ.
Зуля Азизова, Комсомольскинчи пĕтĕмĕшле практика врач офисĕн медицина сестри:
— Конституцине çынсен пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче те, ăçта пурăннине пăхмасăр, тивĕçтересси пирки те тÿрлетÿсем кĕртме палăртаççĕ. Çакă вара питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Сывă та тĕреклĕ çын çеç ĕçре тăрăшса, хавхаланса ĕçлет.