Çурхи кун — çулталăклăх

Юлашки вăхăтра коронавирус теми прессăра та, телевиденире те янăраса çеç тăрать, нумай çын сехрине хăпартать. Тĕрĕс, сыхланакана Турă упрать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем вара ниепле те килте хупăнса лараймаççĕ. Çутçанталăкăн йĕркине хирĕç каяймастăн. Çуркунне кашни кун шутра. Ял çыннин ĕçĕ-хĕлĕ тÿрреммĕн çĕрпе çыхăннă. Çурхи ĕçсене вăхăтра ĕçлемесен, ака-суха тумасан хĕлле тутă пулаймăн, хулара пурăнакансем валли те продукци хатĕрлеймĕн. Карантинра ларакансен те хырăм выçать-çке. Çавăнпа «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче çуракине тухăçлă ирттерессишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ.
Хĕрарăмсен ушкăнĕ вăрлăх тата сутлăх çĕрулми суйлать.
— Кăмăл-туйăмсем хаваслă. Паллах, шÿтлесе, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен кун иртни те сисĕнмест, ĕç тухăçлăхĕ те ÿсет, — теççĕ агрофирма ĕçче-нĕсем.
Вĕсем пурте ятарлă маскăсемпе. Кунти ĕçченсем коронавирус чирĕнчен сыхланмалли йышăннă мерăсене пăхăнса ĕçлеççĕ. Специалистсем çитес кунсенче çĕрулми вăрлăхне яровизацине хума кăларма пикенессе пĕлтерчĕç.
Паянхи куна çуркунне акмалли культурăсене 100 тонна им-çамласа хатĕрленĕ.
«Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕсем 380 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă. 322 гектар çурхи тулă, 132 гектар урпа, 100 гектар сидерат акма, 285 гектар çĕрулми лартма план тунă. «Комсомольские овощи» агрофирма ĕçченĕсем кăçал 20 гектар хĕрлĕ кăшман, 10 гектар купăста, 23 гектар кишĕр акма, 130 гектар çĕрулми лартма планланă.
Çанталăкĕ парсан пур ĕçе те вăхăтра туса ĕлкĕрме, çуракине ăнăçлăн ирттерме шанаççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *