Çак куна вĕсем май килнĕ таран çывхартнă

Çак куна вĕсем май килнĕ таран çывхартнă

Мирлĕ малашлăх çинчен ĕмĕтленекен ĕç халăхне 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнса кĕни пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкернĕ. Çĕршыври ытти халăхăн ывăл-хĕрĕсемпе пĕрле чăваш халăхĕн те мирлĕ ĕçе пăрахса алла хĕç-пăшал тытма тивнĕ.
Çĕршыва инкек çитсе çапсан пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле Асанкасси çыннисем те тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Мобилизаци йĕркипе тата хăйсен ирĕкĕпе ялтан 405 çын фронта тухса кайнă. Çав шутра тин çеç пĕве кĕнĕ ултă хĕр те пулнă. Икĕ пин ытла çынлă ял пушанса юлнă. Çынсемпе пĕрлех ĕç лашисене те вăрçа илсе кайнă. Тăватă çул хушшинче пурĕ утмăл ытла янавара вăрçа ăсатнă. Ялти П.Осипенко ячĕллĕ промартель те вăрçă ĕçне кÿлĕннĕ. Кунта ĕçлекен 147 çын çар командованийĕн заданийĕсене пурнăçланă, фронт валли çуна-урапа, йĕлтĕр, снаряд-патрон ещĕкĕсем тата ыттине те хатĕрленĕ.
Пирĕн ентешсем фронтра та паттăрлăх кăтартнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ, Каçал тăрăхĕн çыннисем, Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕç пулнă. Çав шутран пĕри, Федор Николаевич Чернов лейтенант, взвод командирĕ — Асанкасси çынни. Вăл Висла юханшывĕ çинчи плацдармри çапăçура хăюллă, паттăр пулнипе палăрнă.
Асанкасси çыннисем хушшинче вăрçăра хăюлăх кăтартнисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — манăн мăн асатте Василий Данилович Данилов. 1943 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче вунçичĕ çул тултарнă каччăна, манăн мăн асаттене, салтака илсе кайнă. Вăл стрелоксен 989-мĕш полкĕнче çар тивĕçне пурнăçлама пуçланă. Ун хыççăн стрелоксен 38, 360, 42911-мĕш полкĕсенче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. 1944 çулхи мартăн пĕрремĕшĕнчен пуçласа мĕн вăрçă чарăничченех мăн асаттем вăрçă хирĕнче пулнă. 1945 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче ăна сулахай хулпуççинчен тата пуçĕнчен йывăр амантнă. Пĕр госпитальтен тепĕр госпитале куçарнă ăна. Сывалсан, мăн асатте каллех вăрçă вутне кĕнĕ.
Василий Данилович 1949 çулта тăван яла таврăнса мирлĕ ĕçе пуçăннă. Часах Турă çырнине тупнă. 1951 çулта Мария Гавриловнăпа çемье çавăрнă. Вĕсем пилĕк ачана кун çути парнеленĕ, вĕрентсе ÿстерсе анлă çул çине кăларнă. Шел пулин те, вăрçă суранĕсем хăйсем çинчен аса илтерсех тăнă.1989 çулта мăн асатте вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Мăн асатте «За боевые заслуги», «За Победу над Германией в Великой Отечественной войне» медальсене тивĕçнĕ. Кайран ун кăкăрĕ çинче юбилей медалĕсем хушăнса пынă. Çак хаклă наградăсемпе эпир мухтанатпăр, вĕсене малашнехи ăрусемшĕн тĕслĕх вырăнне хурса упратпăр.
Вăрçă вăхăтĕнче тыл чăннипех те иккĕмĕш фронт пулса тăнă. Хĕрарăмсем, ватти-вĕтти çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Никам та нăйкăшман, кутăнлашман. Тыл ĕçченĕсем тунă ĕçсем çинчен каласа пĕтерес те çук: оборона сооруженийĕсем, аэродромсем тунă, вăрман каснă, торф кăларнă, уй-хирте, фермăра ĕçленĕ. Фронтри тата тылри çынсен паттăрлăхĕ çеç çĕнтерĕве туптама пултарнă, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ.

И.КОПТАШКИНА.
Асанкасси вăтам шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *