Четверг, 29 февраля

Уй-хирте

Çуркунне вăй хурсан — кĕркунне мул пухан, теççĕ халăхра. Çакна асра тытса çĕр ĕçченĕсем тавралăх хĕл ыйхинчен вăранасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, çуркунне çитсенех акана тухма хатĕрленеççĕ. Кăçал хĕлĕпе те юр питех пулмарĕ. Çавна май, çĕр типсе пынине кура, районти хăш-пĕр хуçалăхсем çурхи ĕçсене пикенчĕç те ĕнтĕ.
Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пикенсех çурхи ĕçсене пурнăçлаççĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне кĕрхи тырра 1559 гектар /42,8 процент/ апатлантарнă. Çакă нумай çул ÿсекен курăксен мĕн пур лаптăкĕн 11 проценчĕпе танлашать. Çак культурăсен 60 гектарне сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 492 гектар ?11 процент/ апатлантарнă, 583 гектар сÿреленĕ /13 процент/. Кĕрхи çĕртме валли уйăрнă çĕрсене 290 гектар сÿреленĕ. Çуркунне акмалли тырра 165 тонна имçамланă.

К.ГИМАЛЬДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *