Пятница, 19 апреля

Туберкулез – инфекци чирĕ

Туберкулез – инфекци чирĕ

Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен республикăра туберкулезпа кĕрешмелли куна халалланă «Шурă ромашка» уйăхлăх иртет. Мартăн 24-мĕшĕ историллĕ пулăмсемпе çыхăннă. 1882 çулхи çак кун Роберт Кох тухтăр туберкулез чирне пуçаракана тупнă, çак чиртен сипленмелли пĕрремĕш утăма тунă. Районти тĕп больницăн фтизиатр-тухтăрĕ Наиля Минатуллина çак чиртен сыхланмалли майсем çинчен каласа пачĕ.
— Хальхи вăхăтра туберкулез чирĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр туберкулезпа 10 миллиона яхăн çын чирленĕ. 2 миллиона яхăн çын вилнĕ. Туберкулез — инфекци чирĕ. Ăна тепĕр майлă Кох патакĕ тесе калаççĕ. Туберкулез патакĕ тĕттĕмре тата нÿрĕкре лайăх йышланать. Вăл вĕрекен шывра 30 минут хушшинче пĕтет, ультрафиолет пайăркисем ăна 2-3 минут хушшинче вĕлереççĕ. Ÿсĕрсессĕн — 2 метра, сунасласассăн 9 метра сапаланать. Туберкулезпа чирлĕ çын çулталăкра 10—20 çынна чир ертме пултарать, анчах та вĕсенчен 1—2-шĕ кăна туберкулезпа чирлесе кайма пултараççĕ. Çак чирпе чирлес хăрушлăх ачасем, 60 çултан аслăраххисем тата вăрах чирлекен çынсем хушшинче пысăк. Туберкулезра сăнакан симптомсем ытти чир-чĕрте те тĕл пулаççĕ. Вăрахчен /виçĕ эрнерен ытла/ ÿсĕрни, кĕлетке виçи чакни, аппетита çухатни, тарлаттарни /уйрăмах каçхи вăхăтра/, халсăрлăх, апат хыççăн ÿт температури ÿсни, сывлăш çавăрнă чухне кăкăр тĕлĕнче ыратни, юнпа сурни — çак симптомсем хăвăртрах тухтăр патне каймаллине пĕлтереççĕ.
Паянхи кун флюорографи ÿпке чирне палăртма пулăшакан пĕртен-пĕр меслет шутланать. Унсăр пуçне çак тĕпчев ÿпке чирне пуçламăш тапхăрта асăрхама май парать.
Паллах, туберкулезран сипленме пулать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансера куçса çÿрекен флюорографпа тивĕçтернĕ. Пирĕн регион туберкулезран сыватас кăтартупа Федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăнта тăрать. Диспансерăн бактериологи лабораторийĕ Раççей Федерацийĕн чи лайăх пилĕк лабораторийĕ шутне кĕрет. Чăваш Енре чир-чĕр анлă сарăлнин кăтартăвĕсем 10 çул хушшинче икĕ хут чакнă, вилеслĕх — виçĕ хут. Республикăра «Шурă ромашка» акци шайĕнче туберкулезпа кĕрешмелли меслетсем, профилактика тĕрĕслевĕсем çинчен каласа паракан лекцисем, наука конференцийĕсем, семинарсем ирттерме палăртнă. Медицина учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕсем, «хĕрÿ лини» тата «шанăç телефонĕ» йĕркелеççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *