Пятница, 3 февраля

Светлана Печникова: «Пирĕн халăхăн хăйнеевĕрлĕхне упраса»

Светлана Владимировна Печникова Тукай ялĕнче çуралнă. Вăл культура тытăмĕнче сулмаклă утăмсем тăвать, пултарулăхĕпе халăха савăнтарать. Чăвашсен тата ытти халăхсен наци культурине аталантарас, культура пуянлăхне упраса хăварас тата ÿстерсе пырас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçлать.
2017 çулта Светлана Печниковăна ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне панă. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Чăваш Ен халăхĕсен наци культурисен уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлет.
— Светлана Владимировна, Культурăпа искусствăсен Хусан патшалăх институтне пĕтернĕ хыççăнах Эсир ача-пăча фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха?
— Хусан патшалăх институтне пĕтернĕ хыççăн эпĕ Лапсар поселокĕнчи искусствăсен шкулĕн директорĕн çумĕ пулса ĕçлеме пуçларăм. Çав вăхăтрах эрнере 9 сехет шкул ачисемпе ĕçлеттĕм, гитара калама вĕрентеттĕм. Кăштахран вырăс фольклорĕ енĕпе те ĕçлесе пăхма шут тытрăм. Эпĕ институтра диплом ĕçне шăпах ача-пăча фольклорĕпе хÿтĕленĕччĕ. Çапла вара «Лукошко» фольклор ушкăнĕ çуралчĕ.
— Эсир — «Чăваш пики», «Кĕмĕл сасă», «Чăваш тумĕн уявĕ» тата ытти пултарулăх мероприятийĕсен организаторĕ тата тĕп режиссерĕ. Çак тата çакна евĕр мероприятисем халăхăн наци культурине аталантарассинче мĕнле вырăн йышăнаççĕ? Чăвашсен йăли-йĕркисене упраса хăварма пулăшаççĕ-и вĕсем?
— Искусство шкулĕнче 10 çул ĕçленĕ хыççăн эпĕ 2006 çулта Чăваш халăх пултарулăх çуртĕнче методистра ĕçлеме пикентĕм. Кунта вара интереслĕ пурнăç пуçланчĕ, вăл мана пултарулăхра паллă утăмсем тума пулăшрĕ. Манăн республикăра пурăнакан халăхсен наци культурине аталантарас енĕпе ĕçлемеллеччĕ. Чăваш наци конгресĕпе пĕрле эпир чылай интереслĕ мероприяти ирттертĕмĕр. Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Светлана Асаматпа пĕрле чылай ĕç турăмăр. Вăл мана вĕрентсе, пулăшса пычĕ. Унпа ĕçлеме çăмăл та питĕ интереслĕ. Каярах вара эпĕ хам режиссер пулса тăтăм.
Паллах, çакăн пек мероприятисем питĕ кирлĕ. Вĕсем пирĕн халăхăн культурине аталантарассинче, йăли-йĕркине упраса хăварассинче пысăк вырăн йышăнаççĕ.
— 2016 çулта Эсир Ульяновск облаçĕнче иртнĕ чăваш тумĕн «Нарспи» фестивалĕн тĕп режиссерĕ пултăр. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Эсир çакăн хыççăн темиçе хутчен те паянхи стилизациленĕ наци тумĕсен куравĕсене ирттертĕр. Çакăн пек мероприятисене мĕнле тĕллевпе йĕркелетĕр?
— Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри — 2013 çулта пĕрремĕш хут Шупашкарта иртнĕ наци тумĕсен «Чувашия многоликая» фестивалĕ. Çак ĕçе пикенесси малтанлăха хăратрĕ те… Анчах та эпир хамăрăн туслă йышпа ку ĕçе тивĕçлĕн тума пултартăмăр. Шутланине пурнăçа кĕртесси çăмăл пулмарĕ, мĕншĕн тесен çак проект вăл концерт мар. Кунта эпир кураканпа тум урлă «калаçрăмăр». Эпир республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен тумĕсене хатĕрлерĕмĕр. Шăпах тумсем урлă кашни халăхăн пурнăçĕ çинчен куракансене каласа патăмăр.
«Нарспи» фестиваль çинчен каланă май, республикăра ирттернĕ çакăн евĕр мероприятисем аса килеççĕ. Вĕсем сахал мар. 2016 çулта мана Республика кунĕнче тĕп сцена çинче чăваш тумĕн «Асамлă эрешсем» уявне ирттерме шанчĕç. Вăл питĕ илемлĕ, кăтартуллă пулчĕ. Ульяновск хулинчен Республика кунне килнĕ ĕçтешсем çак проекта курсан мана Ульяновск облаçĕнче чăваш тумĕн «Нарспи» фестивальне ирттерме тĕп режиссера йыхравларĕç. Ăна эпĕ икĕ хутчен те йĕркелерĕм.
— Халĕ вара Сирĕн пурнăçра тĕп вырăн йышăнаканни — юрă юрласси — çинчен калаçар. Эсир хăçан юрлама пуçланă?
— Эпĕ мĕн пĕчĕкрен юрлама юратнă. Шкулти пĕр мероприяти те мансăр иртмен. Мана çакă питĕ килĕшетчĕ. Пысăк сцена çине вара эпĕ 1998 çулта тухрăм.
— Сирĕн репертуарта мĕнле юрăсем ытларах: эстрада е халăх юррисем?
— Паллах, эстрада юррисем, мĕншĕн тесен эстрада стилĕ маншăн çывăхрах. Апла пулин те, халăх юррисем çине те тимлĕх уйăратăп.
— Мĕнле юрăсем юрлама ытларах кăмăллатăр?
— Лирикăлла, чуна пырса тивекен юрăсене юрататăп. Çапах ман репертуарта кун пеккисем çеç мар. Куракан концерта канма килет, çавăнпа та пирĕн ăна килĕштĕр тесе тăрăшмалла.
— Ытти авторсен юррисемпе пĕрлех Эсир хăвăр çырнă юрăсене те шăрантаратăр, сăвăсем те çыратăр. Сирĕн юрăсене Раççейри паллă ушкăнсем — «Мираж» тата «Левостороннее движение» — хăйсен репертуарне кĕртнине хаçат вулаканĕсем пĕлмеççĕ те пулĕ. Хăвăрăн пултарулăхăн çак енĕ çинчен каласа парсамăр?
— Чи малтанах эпĕ хамăн юрăсене шăрантаратăп. Шăпах вĕсене пула мана куракансем палласа çитрĕç. Эпĕ нихăçан та кама та пулин евĕрлеме тăрăшман, «Мираж» ушкăнпа пĕр евĕрлĕ юрлатăп тесе калакансем пур пулсан та… Пулма пултарать, мĕншĕн тесен эпĕ вĕсен юррисем çинче ÿснĕ. Çапах манăн репертуарта тĕрлĕрен юрăсем пур. Çĕнĕ юрă çырнă чухне вĕсем пĕр евĕрлĕ ан пулччăр тесе тимлетĕп. Мĕншĕн тесен кашни юрă вăл — уйрăм истори, уйрăм пурнăç. «Мираж» тата «Левостороннее движение» ушкăнсем хăй вăхăтĕнче манăн юрăсене шăрантарни — манăн продюсерăн Сергей Сприжицкин ĕçĕ. Шăпах вăл куракансем мана пĕлччĕр, манăн юрăсене юратчăр тесе чылай ĕç турĕ.
— Тавтапуç, калаçушăн.
Николай ГАЛКИН калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *