Четверг, 18 апреля

Пушар тухасран сыхланар

Пушар тухасран сыхланар

Кашни çул çуркунне юр кайнăçем типĕ курăка çунтарнă чухне асăрханусăр пулни, ачасем вут-çулăмпа ашкăнни пушар патне илсе тухаççĕ, инкек кăтартаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çак çулăма сăнаса ĕлкĕрме йывăр — вăл питĕ хăвăрт сапаланса пысăк лаптăка ярса илет. Вут-çулăмпа асăрханусăр пулни нумай чухне кил-çуртсăр, хуралтăсăр тăратса хăварать, çынсен пурнăçĕсене вăхăтсăр татать. Халăх хушшинче типĕ курăка çунтарни çĕршĕн усăллă кĕл тума май парать тени йăнăш. Тĕрĕссипе çунтарнă вырăнта вĕрипе микроорганизмсем вилеççĕ, кивĕ курăк айĕнче курăнман тин шăтакан симĕс курăк сиенленет. Ăна пуçтарса компост купи хывса çĕртсен чăннипех те тăпрашăн усăллă удобрени пулать.
Асăрхаттаратпăр:
— уйри типĕ курăка çунтармалла мар;
— ăпăр-тапăра çунтарнă чухне пăхсах тăмалла;
— пирус тĕпĕсене типĕ курăк çине сÿнтермесĕр пăрахма юрамасть.
Енчен те эсир типĕ курăка е çÿп-çапа çунтармах шут тытрăр пулсан пурнăçлама йывăр мар ятарлă хушусене пăхăнăр:
— уçă çулăмпа хуралтăсемпе сооруженисен хушши 50 метртан кая пулмалла мар;
— çиллĕ çанталăкра кăвайт чĕртме тăхтаса тăмалла;
— çак ĕçе пурнăçлама ачасене шанмалла мар;
—чĕртнĕ кăвайта сыхласах тăмалла;
— кăвайт патĕнчен пĕр минута та пăрăнмалла мар;
— пушар сÿнтермелли хатĕрсем яланах алă айĕнче пулмалла ?шыв,хăйăр/;
— чĕртнĕ кăвайта е типĕ курăка çунса пĕтнине тĕплĕн тĕрĕслемесĕр айккине пăрăнма юрамасть, кăвайт тĕпне шыв сапса сÿнтерсе хăвармалла.
В.ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *