Вторник, 23 апреля

Пандеми вăхăтĕнче чиркĕве каймаллах-ши?

Пандеми вăхăтĕнче чиркĕве каймаллах-ши?

Çуркунне çитнĕ май православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкуна кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Çак кун чиркĕве пуçтарăнса кĕлĕ тăвасси йăлана кĕнĕ. Анчах та тĕнчипе хăрушă чир сарăлнă вăхăтра пысăк йышпа чиркĕве пухăнма юрать-ши?
Патриарх Кирилл чир ерес хăрушлăха пула çак кунсенче чиркĕве çÿреме тăхтаса тăма сĕннĕ. Вăл Раççей влаçĕ палăртнă санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп тытса пыма чĕнсе каланă.
«РИА Новости» пĕлтернĕ тăрăх, Патриарх Турра ĕненекенсене килте кĕл тума ыйтнă. «Енчен те Мария Египетская çветтуй тĕслĕхĕ мар пулсан эпĕ çакна нихăçан та каламан пулăттăм», — тенĕ вăл. Мария Египетская — христиансен çветтуйĕ, вăл 47 çул пушхирте пĕр-пĕччен типĕ тытса пурăннă. «Мария Египетская çветтуй хăйĕн тем пек шыв ĕçес килсен те пушхиртен тухмасăр пурăнма вăй çитернĕ пек пирĕн те килтен тухмасăр пурăнма вăй-хăват çитересчĕ», — тенĕ Патриарх Кирилл. Çавăн пекех вăл пандеми хăрушлăхне палăртса çынсене яваплăха ÿстерме ыйтнă.
Канаш епархийĕн храмĕсене çÿрекенсене Стефан владыка, Канаш тата Етĕрне епископĕ тимлĕ пулма, лару-тăрăва пысăк яваплăхпа йышăнса влаç органĕсем каланине пурнăçлама чĕнсе каланă. Çак мерăсем чи малтанах çынсен сывлăхне упрама тĕллевлĕ пулнине палăртса вăл ытларах вăхăта килте ирттерме, гигиена правилисене пăхăнма сĕннĕ. «Обществăлла вырăнсене çÿреме ан тăрăшăр. Вĕсен шутне эпĕ пирĕн епархин храмĕсене те кĕртетĕп. Кĕл тума килте те пулать. Се-хĕрленсе ÿкер мар, асăрхануллă пулар. Пурне те Турă сыхлатăр!» — тенĕ вăл.
Апрелĕн 2-мĕшĕ тĕлне Раççейре коронавируспа 3547 çын чирленĕ. Вĕсенчен юлашки талăкра 771-не шута илнĕ. 235 çын сывалнă, 30 çын вилнĕ.
Чăваш Енре хальччен коронавируслă 1 çын çеçчĕ, апрелĕн 2-мĕшĕнче Мускавран таврăннă хĕрарăмăн чир пулни палăрнă. Вăл карантин йĕркине пăснăшăн уголовлă майпа явап тытма пултарать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *