Пятница, 3 февраля

Кĕнеке тухнă

Çак кунсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхи. Республикăн пĕрлехи экзаменĕ» вĕренÿпе меслетлĕх кĕнеки кăларчĕ. Кĕнеке авторĕ — А.С.Егорова, этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин доценчĕ.
Кĕнекере — 9-мĕш класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменĕн ыйтăвĕсене хуравлама вĕрентмелли кăтартусем, малтан пулнă экзаменсен тĕрĕслев материалĕ, экзамена хатĕрленмелли тĕслĕхсем, ăслав сочиненийĕн тĕслĕхĕсем, хаклав критерийĕсем, таблица формипе хуравсем кĕртнĕ, хатĕрленмелли литература сĕннĕ.
Кĕнекен  электрон  вариантне  «Республикăн пĕрлехи экзаменĕ /Единый республиканский экзамен/» баннерта тата «Наци вĕренĕвĕ /Национальное образование/» баннерăн «Институт кăларнă кĕнекесем» пайĕнче вырнаçтарнă.
Кĕнекепе ачасем экзамена хăйсем тĕллĕн те хатĕрленме пултараççĕ. Пособи çумне панă изложени тексчĕсен аудиофайлĕсене итлесе вара вĕрентекенсĕрех изложени çырма хăнăхаяççĕ.
Хаклă вĕренекенсем! Каникул вăхăтĕнче кĕнекене уçласа илĕр, кĕнекере панă ĕçсен варианчĕсене кашни кун е кун сиктерсе пĕрер тума тăрăшăр. Сывлăхпа çÿрĕр!
С.ИНДЮКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *