Вторник, 23 апреля

Кайăк грипĕ сисчĕвлентерет

Кайăк грипĕ сисчĕвлентерет

Çуркунне çывхарса пынă май кайăксем вĕçсе килни — сисчĕвленмелли тепĕр сăлтав пулса тăрать. Ветеринари специалисчĕсем каланă тăрăх, кăçал Раççее кайăксен грипĕ килсе кĕрес хăрушлăх пысăк. Вирусăн çĕнĕ штамĕ — H5N8 — уйрăмах сисчĕвлентерет.
Анчах та халĕ грипп Европăра сарăлса пирĕн çĕршыв чикки патне çывхарса пырать.
Ку штампа чирленĕ пĕрремĕш тĕслĕхсене Германире, Польшăра тата Словакире шута илнĕ. Вирус Ирландири, Сауд Аравийĕнчи тата Иорданири кайăк-кĕшĕк йышĕн пĕр пайне пĕтернĕ. Нигерире те, Африкăра та чир вучахĕсем пулнă.
Вирусăн тепĕр штамĕ — H5N1 — те пирĕн çĕршывшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Ăна Китайра, Тайваньре, Лаосра, Индире тата Вьетнамра тупса палăртнă.
Шăпах тискер кайăксен миграцийĕ чир-чĕр тухассине витĕм кÿрет те. 2016 çултан пуçласа 2018 çулччен Раççейре кайăксен грипне пула 6 миллион ытла кайăк-кĕшĕке пĕтернĕ, темиçе фабрика панкрута тухнă.
Ас тăватăр ĕнтĕ, 2018 çулта Чăваш Ене те шар кăтартрĕ кайăксен грипĕ: Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Куславкка, Йĕпреç районĕсенче.
Раççейри специалистсем кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисенче вирус алхаснин тĕп сăлтавĕсен шутне çаксене кĕртнĕ: чи малтанах, ветеринари-санитари режимне пăхăнманнине, апата ятарласа сиенсĕрлетменнине, предприятисенче апат паракан вырăнсене тискер кайăк-кĕшĕк ирĕккĕнех кĕме пултарни тата хăйсен каяшĕсемпе апата варалани, усă куракан транспорта дезинфекци туманни, санпропускниксем çукки. Ĕçлекенсен хăйсен биохÿтлĕхпе тивĕçтересси пирки пĕлÿ шайĕ пĕчĕк пулни тата ытти те.
Пай пуçлăхĕн çумĕ Елена Андреева каланă тăрăх, республикăра кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсене тĕрĕсленĕ хыççăн, чăнах та, сисчĕвленме сăлтав пур: нумай çĕрте ветеринарипе санитари нормисене пăхăнманни çиеле тухнă. Хуçалăхсене кĕричченех — асăрхаттару: дезбарьерсене хĕллехи вăхăтра ăшăтмалла туса çитермен. Ку енĕпе сысна тата мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенче час-часах сăмах тапратма тивет. Апата вĕрилентерсе сиенсĕрлетмесĕр çитернĕ иккен. Апат хатĕрлемелли цехсенче тискер кайăксем çÿрени те йĕркепе килĕшсе тăмасть. Ветеринари докуменчĕсемсĕр суту-илÿ туни пирки те каласа хăвармасăр иртеймĕн.
Йĕркене пăхăнман хуçалăхсене административлă майпа явап тыттарнă: Шупашкар, Канаш, Йĕпреç, Елчĕк, Муркаш, Вăрмар, Патăрьел районĕсенче.
Кайăк чирĕсене вăхăтра тупса палăртса çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнас тесе управлени специалисчĕсем кайăк-кĕшĕк продукцийĕнчен кашни çулах пробăсем илеççĕ. Сăмах май, кăçал 50 проба илнĕ те ĕнтĕ. Кунта пĕри те иккĕленÿ çуратманни паха.
Надежда ВАСИЛЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *