Суббота, 4 февраля

Ача-пăча лапамĕсем пуш-пушах

РФ Президенчĕ Владимир Путин коронавирус ересрен килте ларма сĕнсенех район центрĕнче урамра çÿрекенсем йышлăччĕ-ха. Халĕ вара çынсем лару-тăрăвăн çивĕчлĕхне тĕрĕс хак парса килте ытларах пулма тăрăшни сисĕнет. Район центрĕн урамĕсем тăрук пушанса юлчĕç, кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче урамсем тăрăх утакансен йышĕ те самаях чакрĕ.
Шкул ачисем хальлĕхе каникулта, ача сачĕсем вăхăтлăха ĕçлемеççĕ. Лара-тăра пĕлмен шăпăрлансен кунĕпе килте ларас та килмест пулĕ. Урама тухма чарнă йĕркене çирĕппĕн тытса пыма хал çитереççĕ-ши вĕсем? Çакна тĕрĕслеме эпир Комсомольскинчи ача-пăча лапамĕсене çитсе килтĕмĕр. Ытти чухне К.Антонов ячĕллĕ микрорайонти тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çывăхĕнчи лапамсенче ачасем хĕвĕшеççĕ кăна. Халĕ вара — пуш-пушах. Лапамсем патне карантина пула ача-пăча тата спорт площадкисене пыма юраманни çинчен асăрхаттаракан хутсем çакса тухнă. Эппин, Комсомольскинче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсем килте лармалли çирĕп йĕрке çине алă сулман, тĕпренчĕкĕсене чир ересрен пур майлă сыхлама тăрăшаççĕ. Çакна ырламалла çеç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *