Понедельник, 26 февраля

Ачасем ĕçсĕр лармаççĕ

Ачасем ĕçсĕр лармаççĕ

Тĕнчипе хаяр чир çÿренĕрен çынсене килĕсенчен тухса çÿреме чарнă. Кашниех урама та тухасшăн, шкула вĕренме те çÿресшĕн… Анчах та хамăр тата ытти çынсен сывлăхне упрас тесен çак хушусене пурнăçламах тивет.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те каникула ахаль ирттермеççĕ. Мĕн тăваççĕ вĕсем тетĕр-и? Ара, хальхи пурнăçра пурин те телефон, компьютер, интернет пур. Çаксемпе усă курса тĕрлĕ конкурссене хутшăнма пулать. Раççейри шкул ачисен юхăмĕн кашни ушкăнĕ тĕрлĕ ĕçсем сĕнет. Хутшăнма вара кăмăл çеç кирлĕ.
Акă, вырăнти хăй тытăмлăх территорийĕ квест ирттерчĕ.
— Кашни станцинче тĕрлĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Вĕсем пурте çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа, сывă пурнăç йĕркипе, обществăлла вырăнсенче хамăра мĕнле тытмаллипе тата экологипе çыхăннă, — пĕлтерчĕ Нарспи Борисова.
Çавăн пекех «Усăллă çуркунне» конкурса ачасем питĕ хастар хутшăнчĕç. Вĕсем кашни кунах тĕрлĕ хушусене пурнăçларĕç. 5-мĕш ĕçре вĕсем кроссворд хатĕрлерĕç. Федя Александров Раççей Конституцийĕ çинчен ыйтусем çырчĕ, Ваня Филиппов вара юмах Конституцине йĕркелерĕ. Тата вĕсем хуплупа пÿремеч пĕçерме пултарни çинчен те пĕлтĕмĕр. Каччăсем ун çинчен видео та ÿкернĕ. Унпа эсир шкул ушкăнĕнче паллашма пултаратăр. Валерия Кузьмина икерчĕ пĕçерме ăста пулнине те çак конкурса пула куртăмăр. Çавăн пекех вăл сăвăсене хăйĕн чунĕ витĕр кăларса вулать, космонавтсен пурнăçĕпе кăсăкланать.
Çак шкулта çарпа патриотизм юхăмĕ те аталаннă. Паянхи кун вĕренекенсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртаймаççĕ пулин те пуçне усмаççĕ.         Вĕсем   ушкăнсем   туса   çарпа   патриотизм  юхăмĕ  кăларакан  ĕçсене  пурнăçлаççĕ.  Çав шутра:  «Çĕнтерÿ  еткерçисем» /В.Кузьмина, Е.Наумова, Н.Борисова /, «Çĕнĕ Мăратсем» /Ф. Александров, И.Филиппов, Е.Филиппова/, «Матросовсем» /Анна, Татьяна, Лидия, Николай, Арина Матросовсем/, «Çулăм» /Анастасияпа Мария Афанасьевасем тата Д.Данилов/, «Астăватпăр! Мухтанатпăр! Асăнатпăр!» /Анна, Юрий, Виктор Курицынсем/ ушкăнсем. Ачасем командăн ячĕпе девизне шутларĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, хăйсем аллипе маска та çĕлерĕç. Апрелĕн 5-мĕшĕччен ытти заданисене кĕтеççĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хăвăртрах пĕлÿ паракан çурта вĕренме çÿресшĕн. Кĕçех пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем çырмалла, экзаменсем те çывхарса пыраççĕ. Лайăх паллăсем илес тесе кунĕн-çĕрĕн тĕрлĕ тестсем шутлаççĕ, кĕнекесем вулаççĕ, пĕлĕве анлăлатаççĕ. Пуçсене кантарма Раççейри шкул ачисен юхăмĕ ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *