Пятница, 26 апреля

Конституци улшăнăвĕсене хаклаççĕ

Конституци улшăнăвĕсене хаклаççĕ

Петр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
_ Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, улшăнусем пулсах пыраççĕ, çавăнпа пирĕн самана ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшмалла. Çавна май кашни 20, 30, 40 çулта эпир Конституци патне каялла таврăннине йĕркеллĕ пулăм тесе шутлатăп. Çакăн пек пулмалла та. Çав вăхăтрах улшăнусем Конституци тытăнса тăракан тĕп йĕркесене пырса тивмеççĕ. Ман шутпа, ку питĕ тĕрĕс. Демократин тĕп принципĕсене, политика тытăмне, патшалăх йĕркелĕвне тĕкĕнмесĕр эпир хăш-пĕр саманта улăштаратпăр.
Чи малтанах ĕнтĕ РФ Президентне тепĕр срока суйланма май туса парасси çинчен каламалла. Мĕншĕн тесен вăл лидер, пирĕн патшалăхăн лидерĕ. Вăл хăйне тĕнче шайĕнче кăтартса пачĕ. РФ Президенчĕ _ наци лидерĕ, май килнĕ таран нумайрах вăхăт вăл наци лидерĕ пулса юлмалла. Ку йĕркеллĕ пулăм.
Çемье прависем çинчен калас пулсан, кунта пирĕн хамăра валли палăртмалла: эпир Европăпа пĕрле утатпăр е хамăрăн нумай çул хушшинче йăлана кĕнĕ йĕркене тытса пыратпăр. Çемье хаклăхне пирĕн упраса хăвармалла кăна мар, унăн хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *