Четверг, 25 апреля

Ятарлă платформа урлă – пулăшу

Ятарлă платформа урлă – пулăшу

Роспотребнадзор 60 çултан аслăрах çынсене чир ертесрен килте ларма ыйтать. Май пулсан, магазинсене те тухса çÿремелле мар. Çавна май «Мывместе2020.рф» ятарлă платформăна хута янă. Унта кашниех волонтер пулса хăйĕн пулăшăвне сĕнме пултарать.
Сайтра информацие тĕрлĕ темăсемпе пайланă. «Пулăшас килет» пайра, сăмахран, мĕнпе пулăшма хатĕррине палăртма пулать. «Волонтер пулас» пая кĕрсе кама хальхи вăхăтра пулăшу кирлине пĕлме, май çитнĕ таран пулăшма пулать.
Унсăр пуçне сайтра тĕрлĕ хыпарсем пуçтарнă. Онлайн мелпе выставкăсемпе, музейсен экспозицийĕсемпе паллашма, спектакльсем курма, тĕрлĕ кĕнеке тупса вулама, видеолекцисем курма май пур.
Раççейĕн кашни регионĕнчех аслă çулти граждансене пулăшакан штабсем уçнă, хĕрÿ лини ĕçлет. Унăн телефонĕ — 8/800/-200-34-11. Чăваш Енри пулăшу штабĕн телефонĕсем: 8/800/-201-32-60, 8/8352/26-11-11.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *