2020 çул — Асăнупа Мухтав тата Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине паллă тăвакан çулталăк. Çак пулăма халалласа Асанкасси вăтам шкулĕнче истори, обществознани, экономикăпа право предмечĕсене вĕрентекенсен 10-мĕш фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале хутшăнакансенечн кашниех вĕренекенсене кăсăклантарма тăрăшрĕ. Уроксенчен ытларахăшĕ вăрçă темине пăхăнчĕç. Педагогсем çĕнĕ технологисемпе, йăлана кĕмен вĕренÿ мелĕсемпе пуçаруллă усă курчĕç. Вĕренекенсем те хăйсен пĕлĕвне, ăсталăхне туллин кăтартма тăрăшрĕç. О.Н.Копташкина вĕрентекен йĕркеленипе 3—4, 5, 7, 8-мĕш классенче вĕренекенсем концерт хатĕрлерĕç. Ачасем сцена çинче вăрçă çулĕсенчи юрăсене, сăвăсене шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç. Юлашкинчен фестивале хутшăннисем çавра сĕтел хушшинче уçă уроксемпе мероприятисене тишкерсе тухрĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Вĕсем: К.О.Коршунов /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/, Г.А.Белкова /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/, Л.А. Катмакова /Асанкасси вăтам шкулĕ/, В.Н.Арсентьева /Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ/, И.В. Пильщиков /Хирти Явăш тĕп шкулĕ/, З.Н.Зинетуллина /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, С.В.Антонов /Александровка тĕп шкулĕ/, С.М.Гинетуллина /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, В.В.Воронов /Нĕркеç вăтам шкулĕ/. «Пултаруллă педагог» номинацире С.В.Антонов /Александровка тĕп шкулĕ/ çĕнтерчĕ. Л.А.Катмакова /Асанкасси вăтам шкулĕ/ тата О.Г. Сорокина /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/ призер ятне тивĕçрĕç. «Пултаруллă вĕренекен» номинацире П.Арсентьев /Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ/ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. А.Андреев /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/ тата В.Шаринкина /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/ призерсем пулчĕç.
Фестивале хутшăннисем шкул коллективне, уйрăмах А.И.Филиппова директора, унăн çумне Е.Н.Лазаревăна, историпе тăван ен культурине вĕрентекен Л.А.Катмаковăна тарават йышăннăшăн, район шайĕнчи мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç.
Г.БЕЛКОВА.