Четверг, 18 апреля

Хисеплĕ район çыннисем!

Хисеплĕ район çыннисем!

Çĕнĕ COVID-2019 коронавирус сарăласран асăрханас тĕллевпе, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.А.Николаевăн хушăвĕ тăрăх, республикăра мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă хушуччен пысăк хатĕрлĕх режимĕ вăя кĕнĕ. Чăваш Ен территорийĕнче, çав шутра пирĕн районта та, çĕнĕ инфекцие сарăлма парас мар тесе халăха чиртен хÿтĕлес тĕллевпе хушма мерăсем йышăннă.
Кашни çынран нумай килет. Çавăнпа та районта пурăнакан кашни çынна хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма, хăвăрăн тата çемьери çынсен сывлăхне сыхлас ыйтăва пысăк яваплăхпа йышăнма ыйтатăп.
Палăртса хăваратăп: Раççей Президенчĕ В.В.Путин тума йышăннă канмалли эрне — пĕрле пуçтарăнса вăхăта хаваслă ирттермелли сăлтав мар. Предприятисемпе организацисен ертÿçисене ĕç-хĕле ĕçлекенсен сывлăхне хăрушлăха лектермесĕр йĕркелеме чĕнсе калатăп.
Пурне те вăхăта ытларах килте ирттерме, гигиена правилисене çирĕппĕн пăхăнма, алăсене час-часах çума, килте тата ĕç вырăнĕсенче тасалăха тытса пыма ыйтатăп. Район территорийĕнчен тухса çÿреме ан тăрăшăр, çынсем нумайăн пухăнакан вырăнсенчен пăрăнса çÿрĕр. Енчен те чир паллисене асăрхасан килтен тухмасăр тухтăра шăнкăравлăр, хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр.
Ют çĕршывсенчен килекенсен ăçтан килнине тÿрех тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле, 14 кун хушши килте карантинра пулмалла. Çак вăхăтра çемьери ытти çынсемпе те хутшăнма юрамасть.
Аслă ăру çыннисене уйрăмах асăрхануллă пулма, хăрушсăрлăх мерисене туллин пăхăнма ыйтатăп. Пулăшу кирлĕ пулсан, ыйтма ан вăтанăр.
Хальхи вăхăтра çак мерăсем çителĕклĕ тесе шутлатăп. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнни, гигиена çине пысăк тимлĕх уйăрни чиртен хÿтĕлеме тивĕç.
Юлашкинчен çакна калатăп: сехĕрленсе ан ÿкĕр, суя хыпарсем ан сарăр, шанчăклă çĕрте паракан информацие çеç ĕненĕр. Йышăннă мерăсене пурте ăнланасса шанатăп. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр, сывлăхлă пулăр!
А.ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *