Четверг, 25 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Çурхи хĕвел ăшăтнăçем анасем юр сийĕнчен тасалса пыраççĕ. Çакна шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсем тата фермер хуçалăхĕсем кашни кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Паянхи куна «Искра» колхоз, «Дружба» ЯХПК, «Сюрбеево» ООО, «Родина» ООО, Шарафутдиновăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсем кĕрхи тырăсене апатлантарнă. Çак ĕçе «Рассвет» ЯХПК — 68 процент, «Луч» ЯХПК — 25 процент, «Слава картофелю» агрофирма 11 процент пурнăçланă. Нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕсене «Искра» колхоз — 100 процент, «Рассвет» ЯХПК — 82 процент, АтласкинăнÇ фермер хуçалăхĕ — 50 процент, Пахаловăн фермер хуçалăхĕ — 100 процент апатлантарнă. Пахаловăн фермер хуçалăхĕпе «Победа» ЯХПК нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелеме пикеннĕ. Ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче анасем çине техникăпа кĕме çĕр типшĕрессе кĕтеççĕ. «Слава картофелю» агрофирма çуркунне акмалли тырра им-çамлама пуçланă.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *