Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă

Пирĕн атте, Тимофей Михайлович Горшков, Асанкассинче çуралса ÿснĕ. Вăл 1939 çулта салтака кайнă. Сержант, авиаци полкĕнчи моторист малтан Грузире службăра тăнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан нимĕçсене аркатнă. Вăл 1946 çулхи майăн 23-мĕшĕчченех Польшăри аэродромра 483-мĕш батальонта службăра тăнă. Польшăна нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă çĕрте аттен тÿпи те пур.
Халĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче вырăс салтакĕсем ирĕке кăларнă хăш-пĕр çĕршывсен хура чунлă пропагандисчĕсем тĕрлĕ суя сăмах сараççĕ. Пирĕн паттăр салтаксене асăнса лартнă палăксене çĕмĕреççĕ, ватаççĕ. Çакă, паллах, чун-чĕрене ыраттарать. Аттен пиччĕшĕ Игнатий, Михаилпа Петр шăллĕсем, аннен пиччĕшĕсем Павăлпа Илья та вăрçăра нимĕç эшкерĕсемпе çапăçса пуçĕсене хунă. Эпир вĕсене нихăçан та манас çук.
Атте вăрçăран таврăнсан колхозра ĕçленĕ. Вăл лашасем пăхнă, кладовщикра тăрăшнă. Пур ĕçе те тÿрĕ чунпа пурнăçланă. Аннепе — Екатерина Харитоновнăпа пĕрле 8 ача çуратса ÿстернĕ. Пире пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани панă. Эпĕ Комсомольскинче, Аня Шупашкарта, Лена Калининградра обществăлла апатлану предприятийĕсенче нумай çул ĕçлерĕмĕр. Валя Çĕнĕ Шупашкарта инженерта, Вася Лапсарта крановщикра, Коля Асанкассинче электрикра, Гена Тамбовра чукун çул çинче, Зоя Красноармейскире социаллă пулăшу пайĕнче тăрăшрĕç. Шел пулин те, пĕртăвансенчен иккĕшĕ пирĕн хушăра çук. Атте 1985 çулта, анне 2008 çулта çак тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Вĕсем пурăннă чухне вăрçă вăхăтĕнчи кун-çулĕ çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлеймерĕмĕр.
Аттене Польшăран ярса панă хаклă çырăва та /54-мĕш приказ/ çывăх çыннăмăрсене пытарсан çеç арча тĕпĕнчен тупрăмăр. Ăна Польша чĕлхипе çырнă. Çырăва Калининградра пурăнакан йăмăкăм вырăсла куçарттарчĕ. Халĕ унăн копийĕсем Асанкасси библиотекинче тата районти музейре упранаççĕ.
Польша çар командованийĕ совет çарĕнчи юлташĕсене февралĕн 23-мĕшĕнчи уявпа саламлакан çырупа паллашар-ха: «Нимĕçсем вăрçă вăхăтĕнче Катыньре 11000 Польша офицерне персе вĕлернĕ. Вуншар пин офицера плена илсе лагерьсенче хупса усранă. Çав йывăр вăхăтра пире Совет Союзĕ пулăшрĕ. Хĕрлĕ Çар шкулĕнче совет офицерĕсем поляксене çар ĕçне вĕрентрĕç. Вĕсем пулăшнипе Польша полкĕсем, бригадисем, дивизийĕсем, çарĕсем çĕнелсе йĕркеленчĕç. Совет офицерĕсемпе салтакĕсем пирĕн подразделенисенче нимĕçсене аркатрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ Польшăна ирĕке кăларса пуçĕсене хунă. Совет офицерĕсем вăрçă хыççăн та пирĕн çара малалла аталантарас енĕпе нумай ĕçлерĕç. Салтакĕсем те Польша çарĕсенче службăра тăчĕç. Пирĕн халăх сирĕн пулăшăва нихăçан та манмасть, чĕререн тав тăвать. Эпир эсир малашне те хăвăр умра тăракан тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçласса шансах тăратпăр. Хĕрлĕ Çар 28 çул тултарнă кун сире, Польша çарĕнче службăра тăнă офицерсемпе салтаксене, «Крест заслуги» паллăпа наградăлатпăр…»
О.ГОРШКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *