Четверг, 9 февраля

Маскăсем çĕлеççĕ — туянма пулать

Коронавируса сарăлма парас мар тесен чи малтанах гигиена мерисене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Урама тухнă е çынпа тĕл пулнă чухне пит-куçа хуплакан медицина маски тăхăнмаллине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Анчах та юлашки вăхăтра ку енĕпе пысăк чăрмав сиксе тухрĕ — аптекăсенче маскăсем çук. Ăçтан тупса туянмалла;
Комсомольскинчи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра «У Веры» çĕвĕ цехĕнче карас куçĕнчен нумай хутчен усă курма пулакан маскăсем çĕлеççĕ. Кун евĕр маскăсене пĕрре усă курнă хыççăн дезинфекцилемелле, вĕри утюгпа якатмалла, унтан вĕсемпе тепре усă курма юрать.
Вера Курицына тата Вера Ефимова çĕвĕçсем тĕрлĕ организацисенчен заказсем йышăнаççĕ, кĕске хушăрах маскăсене çĕлесе хатĕрлеççĕ. Район администрацийĕнче, Суту-илÿ çуртĕнче, «Тав» ОООра, «Рубин», «Мечта» магазинсенче, автовокзалта тата хăш-пĕр ытти çĕрте ĕçлекенсем заказ парса çĕлеттернĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсем те кунта килсе маскăсем туянаççĕ. Тĕплĕнрех пĕлме е заказ пама 8-937-379-12-92 телефонпа шăнкăравлама пулать.
Çавăн пекех «Магнит» магазинăн кивĕ çуртĕнчи тата «Надежда» магазин хыçĕнче вырнаçнă çĕвĕ цехĕсенче те пусмаран маскăсем çĕлеççĕ. Кама кирлĕ — пырса туянма пултараççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *