Пятница, 19 апреля

Маларах çырăнни тăрăх йышăнаççĕ

Маларах çырăнни тăрăх йышăнаççĕ

Коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тĕллевпе Пенси фончĕн районти уйрăмĕ клиентсене маларах çырăнни тăрăх кăна йышăнать. Çын вилсен пытарма паракан пособие çеç малтанхи йĕркепех параççĕ.
Чылай ыйтăва РФ Пенси фончĕн сайчĕ е Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă татса пама пулать. Пенси фончĕн районти уйрăмне вăл е ку ыйтупа пымаллах пулсан, РФ Пенси фончĕн сайтĕнчи харпăр хăй кабинечĕ урлă е 8/8352/64-91-14, 8/83539/5-19-51 телефонсемпе шăнкăравласа çырăнма пулать.
Федераллă налук службин районти уйрăмĕ те Раççей ФНСĕн онлайн çырăнмалли интерактивлă сервисĕ урлă маларах çырăнни тăрăх йышăнать. 65 çултан аслăраххисене тата ачасемпе пыракансене çак сервис урлă çырăнсан та йышăнмаççĕ. Тĕрлĕ документсене, çав шутра налук тата бухгалтери отчечĕсене, ятарлă бокса хурса хăвармалла. Аса илтеретпĕр, чылай ыйтăва дистанци мелĕпе www.nalog.ru сайт тата ФНСăн интерактивлă сервисĕсем, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă татса пама пулать. Çавăн пекех 8-800-222-22-22 номерпе те шăнкăравласа ыйтса пĕлме май пур.
Районти ЗАГС органĕ те çынсене маларах çырăннă тăрăх йышăнать. Ача çурални, çын вилни, çемье çавăрасси, уйрăласси çинчен калакан заявленисене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă памалла. Енчен те çак кунсенче çемье çавăратăр пулсан, ЗАГС ĕçченĕсем уяв кунне куçарма е 10 çынран ытла мар пуçтарăнма ыйтаççĕ.
Тимлĕ пулăр, сывлăхăра упрăр, обществăлла вырăнсене тухса ан çÿрĕр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *