Харпăр хăй кабинетĕнче паллă

Харпăр хăй кабинетĕнче паллă

Чăваш Енре пурăнакансем харпăр хăй электронлă ĕç кĕнекин информацийĕпе дистанци мелĕпе паллашма пултараççĕ. Çакăн пирки Пенси фончĕн çĕнĕ сервисĕ урлă пĕлме пулать.
СТД-ПФР формипе электронлă ĕç кĕнекинчен çырса илнĕ Списока йĕркелес енĕпе РФ Пенси фончĕн сайтĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче ĕçлекен граждансем валли пĕрремĕш хут электронлă сервис ĕçлеме пуçланă.
Ĕçпе çыхăннă сведенисем харпăр хăй кабинетĕнчи «Электрон ĕç кĕнеки» пайра паллă. СТД-ПФР документ онлайн мелĕпе çырăнать тата ăна пдф-форматпа сыхласа хăварма пулать. Çакă «Обращенисен историйĕ» пайра паллă.
Çак пулăшăва электронлă майпа илес тесен, патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлĕхлĕ порталĕнче регистрациленмелле. Унта логинпа, парольпа харпăр хăй кабинетне кĕнĕ çĕрте усă кураççĕ.
Предприяти-организацисен кашни уйăхăн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр Пенси фондне ĕçлекен пирки кăтарту тăратмалла.
Ĕç кĕнекисене электронлă майпа йĕркелес кăтартусене кăçалхи кăрлач уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă, урăх должность çине е урăх пая ĕçлеме куçнă е ĕçлеме пăрахнă, çын ĕçлекен организаци-предприяти хăйĕн ятне улăштарнă пулсан, ĕçлекен хушма професси, специальность, урăх квалификаци, разряд, класс, уровень илнĕ, суд приговорĕпе хăш-пĕр ĕçре ĕçлеме юраман ĕçченсем çине тăратаççĕ. Çавăн пекех çак кăтартусене хальхи вăхăтра ĕçлекенсем хут ĕç кĕнеки çинчен электронлă ĕç кĕнеки çине куçма заявлени çырнă ĕçченсем çине те тăратаççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа 6 пин ĕçпе тивĕçтерекен 40 пин ĕçлекен пирки сведенисем тăратнă. Çак отчетра ĕç кĕнекине мĕнле йĕркелесси пирки 14 пин сведени панă. Вĕсенчен 4 пине яхăн ĕçлекен ĕç кĕнекин электрон вариантне суйланă.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *