Тул çутăласси чылай-ха. Çапах та вырăн çинче выртса тăма вăхăт çук. Валентинан пуçра темĕн чухлĕ шухăш: ĕçе тухса утиччен тепĕр хут паян урок ирттермелли темăсене тишкерсе тухмалла, çемье валли апат хатĕрлемелле, ашшĕ ялта мĕнле çĕр каçрĕ-ши, ачисем, мăнукĕсем мĕнле-ши? Çакăн пек шухăшсемпе çĕнĕ кун пуçланать пилĕк теçетке тултаракан хĕрарăмăн.
Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕ, 1970 çул. Урамра хĕвел хăйĕн шевлисене пĕр шеллемесĕр çут тĕнчене сапалать. Унăн ăшшипе çынсем, хурт-кăпшанкăсем, йывăç-курăк вăй илсе чĕрĕлме, ешерме васкаççĕ. Çырмара шыв-шур кĕрлет, çирĕксемпе йăмрасем çинче хура кураксем йăва çавăрма хатĕрленеççĕ. Мĕн тери илемлĕ вăхăт — çуркунне! Çакăн пек асамлă вăхăтра килнĕ ĕнтĕ Валентина Сергеевна Пыркина /Горбунова/ çут тĕнчене. Лена аппапа Çеруш тетешĕн тата Çеруш тетен амăшĕшĕн, Вера инкешĕн — пĕрремĕш пепке тата мăнук. Вăхăт кăштах иртсен, пепке аталансан, Вера инке ача пăхассине хăйĕн çине илет. Мĕн кăна тума вĕрентмен-ши вăл пире, ачасене; Çак ăшă кулăллă, тăпăл-тăпăл, пиçĕ кĕлеткеллĕ ватă çынна эпир пурте инке тесе чĕнеттĕмĕр.
Пирĕн урам пысăках мар. Кашни килтех ачисем йышлă. Пурте пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ. Валентинăпа иксĕмĕр хушăра вара пирĕн уйрăмах тачă çыхăнуччĕ. Эпир иксĕмĕр пĕр килти пек пурăннă. Çăкăр чĕллине те çурмалла туса çиеттĕмĕр. Килти вак-тĕвек ĕçсене пĕр-пĕрин патĕнче черетпе ĕçленĕ, урамра та яланах пĕрле вылянă. Вăл манран кĕçĕнрех пулсан та Шурутри шкул сукмакне вунă çул пĕрле такăрлатнă. Тусăм шкулта питĕ тăрăшса вĕренчĕ. Яланах малтисен ре-тĕнче. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти педагогика институтне экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕчĕ. Ют чĕлхепе вĕрентекен пулма ĕмĕтленчĕ. Институтра та хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ хĕр тусăм. Хаваслă студент пурнăçĕн 5 çулĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Пиллĕкмĕш курсра пĕр-пĕрне шкулта чухнех килĕштернĕ пĕр класра вĕреннĕ йĕкĕтпе, Володьăпа, çемье çавăрчĕç. Çав çулах çамрăк мăшăрăн хĕр çуралчĕ. Çăмăл пулмасан та Валя институтран ăнăçлă вĕренсе тухса аллине диплом илчĕ. Мăшăрĕ тĕп хулара ĕçленине шута илсе Валя та Çĕнĕ Шупашкарти шкула ĕçе вырнаçрĕ. Вăтăр çула яхăн çĕр çинчи чи пархатарлă ĕçре тăрăшать манăн хĕр тусăм. Валентина яланах вĕренекенсене пултарулăхне аталантарма хавхалантарса пулăшать. Кашни тĕлпулурах хăйĕн вĕренекенĕсем çинчен сăмах хускатать. Вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнисене те манмасть. Ăна итлесе ларатăн та шухăша путатăн. Пĕр çынра çакăн чухлĕ ăшăлăх, юрату, ăнлану ăçтан тухать-ши? Пурне те пулăшма тăрăшать вăл.
Вăхăт шав малалла шăвать, пĕр самантлăха та чарăнмасть. Телейлĕ мăшăр хĕрпе ывăл çуратса, тивĕçлĕ воспитани парса, вĕрентсе кăларса, çемьелентерсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕ. Паянхи кун Валентинăпа Володя иккĕшех пурăнаççĕ, куç тулли икĕ мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.
Г.КИРИЛЛОВА.