Пятница, Апрель 10

Палăртнă мерăсене пурнăçлама

Палăртнă мерăсене пурнăçлама

Мартăн 25-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин телевиденипе тухса калаçрĕ, çĕршывра COVID-19 çĕнĕ коронавирус сарăлнине пĕлтерчĕ тата халăха асăрхануллă пулма чĕнсе каларĕ.
Вăл палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство членĕсемпе черетсĕр канашлу ирттернĕ.
«РФ Президенчĕ çĕршыв экономикине, граждансене комплекслă пулăшу памалли майсене палăртрĕ. Кашни çыннăн сывлăхĕ, ырлăхĕ — патшалăх влаçĕн мĕнпур институчĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки пĕлтерчĕ. Палăртнă мерăсене пурнăçлама, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме информаци, консультаци енĕпе тивĕçтермелли тытăмсене тĕплĕн хатĕрлеме хушатăп. Республика Правительствин çынсене пулăшу памалли çĕнĕ мерăсем çинчен халăха тĕрĕс те вăхăтра пĕлтерсе тăма тăрăшмалла», — тенĕ вăл.
«Президент каланă сăмахсем витĕмлĕ, вĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăç таппипе тÿр килеççĕ. Эпир РФ патшалăх влаç тытăмĕнче тăрăшакансемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса парăпăр», — тенĕ ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков.

 

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code