Дизбарьерсем çук: какая тĕрĕслемесĕрех сутаççĕ

Дизбарьерсем çук: какая тĕрĕслемесĕрех сутаççĕ

Чир-чĕртен сыхланасси, хÿтĕленесси халĕ уйрăмах çивĕччине кашниех ăнланать — Турă сыхлатăр кăна. Сыснасен африка чуми пирки сăмах пуçарма çĕн вучахсем хистеççĕ. Çынсемшĕн кăна мар, чĕрчунсемшĕн те хăрушлăх пур.
Россельхознадзор пĕлтернĕ тăрăх, çывăх регионсенчех — Чĕмпĕр, Чулхула тата Самара облаçĕсенче çĕнĕ вучахсем! Чăваш Республики регионализаци йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа «ăнăçлă» статуслă пулсан та хуçалăхсем пур енлĕн чиртен сыхланнă теме çук. Россельхознадзор инспекторĕсем халĕ те чиртен упранассипе çыхăннă йĕркесене пăхăнман тĕслĕхсене тупса палăртаççĕ. Дизбарьерсем çукки çивĕч ыйтусенчен пĕри тесен те çылăх пулмĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Муркаш районĕнчи выльăх пусмалли пунктра пĕр усламçă çак йĕркене пăхăнман. Автотранспорт вара шăпах дизбарьертан чи малтан иртет. Унăн ураписен сиенсĕрлетекен ятарлă шĕвекре чÿхенсе тухмалла. Паллах, дизбарьера хута яма тăкаклă. Чир-чĕр кĕртес мар тесен вара вăл кирлех. Хăш-пĕр çĕрте дизбарьерсем хатĕрленĕ, анчах вĕсем Ветеринари правилисемпе килĕшсе тăмаççĕ.
Россельхознадзорăн пай пуçлăхĕн çумĕ Елена Андреева каланă тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Енре сысна ĕрчетекен тата пусса тирпейлекен 27 хуçалăхра тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ: Вăрнар, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Çĕрпÿ, Элĕк, Улатăр, Красноармейски, Патăрьел, Муркаш, Йĕпреç, Комсомольски районĕсенче. Санитари йĕркине пăхăнманран 15 ĕç пуçарма тивнĕ. Çавăн пекех сунар лаптăкĕсенче, ĕçлесе юсанмалли колонисенче пулнă. Сăмах май, пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлне 90 талăклăха чарса лартма та тивнĕ. Çак тапхăрта унта выльăха хускалми тумалли ятарлă вырăн /бокс/ янтăлама, ветеринарипе санитари экспертизи ирттермелли пÿлĕм хатĕрлеме асăрхаттарнă. Ятарлă вырăн пулманран пуль пусмалли цехран тухакан какая ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ ирттермен. Хатĕрсене çăвасси тата сиенсĕрлетесси тĕлĕшпе те ыйтусем пулнă. Пĕри ăшă тата сивĕ шывпа тивĕçтерессипе, иккĕмĕшĕ дезинфекци ирттермелли тата çуса тасатмалли шĕвексем туянассипе çыхăннă. Хĕрлĕ Чутай тата Улатăр районĕсенче сысна какайне ветеринари докуменчĕсемсĕрех йышăннă, упранă тата сутнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Ветсанэкспертиза ирттермесĕрех сысна ашне сутни Шупашкар районĕнче те палăрнă. Шупашкар, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче выльăх пусмалли пунктсенче сысна юлашкисене ятарласа пухманнине тата тĕп туманнине тупса палăртнă. Вĕсене çĕре чавса чикнĕ тĕслĕхсем те пулнă.
Сыснасен африка чуминчен /САЧ/ сыхланасси пĕр-икĕ çын ĕçĕ çеç мар — сыхлăх пирки кашни çыннăн пĕлмелле. «Хупă режим» САЧран хÿтĕленмелли витĕмлĕ мелсенчен пĕри пулнă пирки аса илтерни ытлашши пулас çук. Асăннă йĕркене пысăк хуласенче кăна мар, ял çыннисен те пăхăнмалла. Сыснасене хупă витере усрамалла. Унта дезинфекци туса тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сысна апатне, специалистсем сĕннĕ тăрăх, виçĕ сехет таранах вĕретмелле. Палламан çынран, ветеринари докуменчĕсем пулмасан пушшех те /халĕ вĕсене электронлă майпа хатĕрлеççĕ/, сысна çури туянма ан васкăр. Какая ятарлă вырăнсенче кăна туянмалла. Пĕлмен çĕрте туяннă какай паха пуласса никам та çирĕплетеймест. Россельхознадзор 558 Патшалăх ветеринари службинчи 1710 биоматериала лабораторире тĕрĕслеттернĕ. Телее, вĕсенче чир палли пулман. Çак тăнăçлăха кăçал та упраса хăварасчĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *