Вăхăтлăх диспансеризаци иртмест

Вăхăтлăх диспансеризаци иртмест

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланас тĕллевпе мартăн 23-мĕшĕнчен пуçласа районти тĕп больница вăхăтлăха профилактика тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци ирттермест. Мобильлĕ бригадăсем тухса çÿремеççĕ. Тĕрлĕ пациентсемпе амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсен шкулĕсен ĕçне те вăхăтлăха чарнă. «Уçă алăксен кунĕсем» иртмеççĕ. План тăрăх пулмалли госпитализацисене те урăх вăхăта куçараççĕ. Чирлисене унчченхи йĕркепех йышăнаççĕ. Çапла пĕлтереççĕ районти тĕп больницăн администрацийĕнчен.
Аса илтеретпĕр, Роспотребнадзорăн мартăн 19-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕ тăрăх, Раççее ытти çĕршывсенчен килекенсен 14 кун карантинра пулмалла. Чир паллисем тупăнсан çак телефонсемпе шăнкăравласа медицина пулăшăвĕ кирли çинчен пĕлтермелле: 8/83539/5-15-75, 8/83539/5-16-95.
Коронавируспа çыхăннă ыйтусем пур пулсан ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «хĕрÿ линине» 8/8352/26-14-14 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. Çавăн пекех çак телефонпа ют çĕршывран таврăннă граждансем çинчен те пĕлтерме пултаратăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *