Пултаруллă ачасем

Пултаруллă ачасем

Çулсерен вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче фестиваль ирттеретпĕр. Кăçалхи фестивале Аслă Çĕнтерĕве 75 çул, Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине халалларăмăр. Пĕччен е ушкăнпа юрлакансем, кулăшла сценкăсем лартакансем, сăвă вулакансем, илемлĕ ташăпа савăнтаракансем пулчĕç кунта.
Фестивале 6-мĕш класра вĕренекенсем «О той весне» юрăпа уçрĕç. Шкул çулне çитмен ачасем О.Шингалова воспитатель ертсе пынипе сцена çине «Цыплята» ташăпа тухрĕç. «Ты не бойся, мама» юрра шăрантаракансен çепĕç сасси куракансене тыткăнларĕ.
«Прадедушка», «В землянке», «У моей России», «Алеша», «Sia chip Thrils» /Е.Зверева/ юрăсем янăрарĕç фестивальте. Иртсе кайнă уяв ячĕпе залра ларакансене Е.Илларионова «Юратнă анне» юрăпа саламларĕ. Вĕренекенсен «Журавли», «Катюша», «Милосердие» ташшисем илем кÿчĕç уява. 4-мĕш класра вĕренекенсен «Едем на дискотеку» шÿтлĕ ташши куракансен кăмăлне çĕклерĕ, хаваслă туйăм парнелерĕ. 5-мĕш класра вĕренекенсен «Один день в году» сценки çемье пурнăçне сăнарлă кăтартса пачĕ.
М.Джалилĕн «Варварство» сăввине 5-мĕш класра вĕренекен К.Ильина чуна тивмелле каларĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Н.Ильин ертсе пыракан чăваш халăх инструменчĕсен «Илем» ансамблĕ чăваш тата вырăс халăх кĕввисене шăрантарчĕ. Фестивале шкулти «Асамат» ансамбле çÿрекенсем чăваш ташшипе вĕçлерĕç.
Сцена çинчи пултаруллă ачасене ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш кăмăллăн кĕтсе илчĕ, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ. Хаваслă та тулли кăмăлпа саланчĕ ял-йыш уявран.
Т.ШИНГАЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code