Нумаях пулмасть ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен совечĕн черетлĕ пленумĕ иртрĕ. Унта районти ветерансен совечĕн членĕсем, районти ветерансен организацийĕн ревизи комиссийĕн членĕсем, ветерансен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем хутшăнчĕç.
Ларура ветерансен районти совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.П.Голыев, ветерансен пуçламăш организацийĕн председателĕ Л.М.Макарова докладсемпе паллаштарчĕç. Ветерансен районти совечĕн президиумĕн членĕсем И.Г.Белобаева, В.А.Тихонова тата ыттисем те докладсене тишкерчĕç. Пленум ветерансен юхăмне нумай çул тÿрĕ кăмăлпа хастар хутшăнакансене — ветерансен Йăлмахвари совечĕн председательне З.Н.Григорьевăна тата библиотека системин ветеранĕсен совечĕн председательне В.Т.Яковлевăна Хисеп кĕнекине кĕртме йышăнчĕ.
Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ветерансен «Искра» колхозри организацийĕ /Л.М.Макарова/ — пĕрремĕш, район больницинчи ветерансен организацийĕ /М.И. Федорова/ иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем ветерансен пуçламăш организацийĕсем хушшинче чи лайăххине палăртас тĕллевпе республика шайĕнче иртекен смотр-конкурса хутшăнма тивĕçрĕç. Ветерансен районти совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев «Искра» колхоз организацине Хисеп грамотипе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.В.Краснов, «Рассвет» ЯХПКри ветерансен пуçламăш организацийĕн председательне М.А.Красновăна тата ветерансен Виçпÿртри совечĕн председательне Л.М.Тихоновăна Хисеп грамотисем пачĕ. Мероприятие хутшăннисем асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.
Ю.ТИМОФЕЕВ.