Асанкассисем пуçаруллă та ĕçчен

Асанкассине пырса кĕр-сессĕн ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ çывăхĕнче вырнаçтарнă палăк куç умне пулать. Ăна 5 çул каялла Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа лартнă пулнă. Таçтанах курăнса ларакан палăк пилĕк вĕçлĕ хĕрлĕ çăлтăра тата тÿпене вĕçсе хăпаракан тăрнасене сăнлать. Постаментăн тĕрлĕ енĕсенче 1941— 1945 çулсенче çак ялтан вăрçа хутшăннисен ячĕсене çырнă. Сăмах май, Асанкасси ялĕнчен 405 çын вăрçă хирне тухса кайнă, вĕсенчен 222-шĕ каялла тăван ене таврăнайман. «Асаттесен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхех чун-чĕресенче, астăвăмра хăварас шухăш ял çамрăкĕсен пуçĕнче çуралнă. Клим Салаев ертсе пынипе ял çыннисем укçа-тенкĕ пуçтарнă, ниме мелĕпе палăкăн постаментне вырнаçтарнă. Палăкăн проектне Сергей Лукиянов архитектор хатĕрленĕ», — пĕлтерет Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов.
Çак ялта чăннипех те пуçаруллă çынсем пурăннине çирĕплетсех калама пулать. Çавна май ял тăрăхĕн администрацийĕ çулсерен вырăнти пуçарусем тăрăх яла хăтлăлатмалли проектсем хатĕрлет, вĕсене пурнăçа кĕртме ял çыннисем хастаррăн хутшăнаççĕ. Акă, пĕлтĕр çак проектпа усă курса ача-пăчана выляма ятарлă площадка туса хатĕрленĕ. Вăл нихăçан та пушă лармасть, шăпăрлансен хаваслă сассисемпе янăраса çеç тăрать. Юнашарах спорт площадки вырнаçтарнă. Унта аслăраххисем футболла, волейболла выляма çÿреççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах сывлăхне çирĕплетме васкаççĕ.
Виçĕм çул вырăнти пуçарусен программи тăрăх ял масарĕн пĕр енне çĕнĕ карта тытнă, кăçал вара масар патне пымалли çула чул сарма палăртнă.
Асанкасси ялĕн чи паллă вырăнĕсенчен пĕри вăл — чиркÿ. Ăна хальлĕхе туса пĕтермен-ха, апла пулин те, ĕçсем вĕçлениччен ытла нумаях та юлман. «Чиркÿ тăвас ĕçе Николай Степанов йĕркелесе пырать. Ял халăхĕ çак ĕçрен айккинче юлманни питĕ савăнтарать. Çынсем укçи-тенкине те пуçтарчĕç, ĕçĕсене те пĕрле туслăн пурнăçлаççĕ. Халĕ, акă, шалти ĕçсене тăваççĕ. Кунта Евгений Михайлов, Юрий Акимов, Анатолий Михайлов, Александр Калашников тата ыттисем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Чиркĕве хăпартнă чухне ял çыннисем черетпе апат пĕçерсе ĕçлекенсене тăрантарчĕç. Çавăнпа ялти кашни çыннах çак сăваплă ĕçре хăй енчен пулăшу кÿнине палăртас килет», — паллаштарать ĕç-хĕлпе Николай Николаевич.
Туслăхра — вăй, тесе ахальтен каламаççĕ. Ял халăхĕ кар тăрса ĕçе пикеннине кура ĕнтĕ пур ĕç те ÿсĕмлĕ пулать, ял сăн-сăпачĕ илемленет. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа ял тăрăхĕн администрацийĕн, культура тытăмĕн ĕçченĕсем, чиркÿ çывă- хĕнче пурăнакан ял çыннисем пĕрре мар субботнике тухнă ĕнтĕ. Вĕсем чиркÿ патне илсе пыракан çул хĕрринчи акăш-макăш ÿссе кайнă америка вĕренисене касса тирпейленĕ.
Таврари ялсенче пурăнакансем Асанкассине тепĕр сăлтавпа та — сăваплă шыва кĕрсе тухса чун-чĕрене тасатма, таса шывпа сăйланма — васкаççĕ. 2017 çулта кунта ятарлă купель туса лартнă, унăн таврашне илемлетсе хăтлăлатнă. Çак вырăн халĕ юмахри пек хитре курăнса ларать.
Асанкассисен ĕмĕчĕсем пысăк. Кăçал вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ умне «Асаново» стела лартасшăн. Май пулсан, малашне яла кĕнĕ çĕрте те çакăн пеккине вырнаçтарасшăн. «Яла таврăннă чухне хитрелетсе «Асаново» тесе çырни чи малтан куç умне пултăр, аякра ĕçлесе тăван ялшăн тунсăхланă çынсен чун-чĕрине хускаттăр», — теççĕ кунта пурăнакансем.
Ялăн пуласлăхĕ çамрăк çемьесенче, ачасенче пулни паллă. Асанкассинче, районти ытти ялсенчи пекех, ачасен шучĕ 20-30 çул каяллахипе танлаштарсан чылай чакнă. Апла пулин те, çак ял тăрăхне «çĕнĕ кайăксем» час-часах вĕçсе килеççĕ. 2018 çулта — 12, 2019 çулта 13 пепке çут тĕнчене килнĕ. Çамрăк çемьесенчен чылайăшĕ хуланалла туртăнни ялăн шăпишĕн хыпса çунакансене, паллах, пăшăрхантарать. Хула илĕртет пуль те-ха, çав вăхăтрах тăван ялăн таса сывлăшне, симĕс урамĕсене нимĕнле хулапа та улăштарасшăн маррисем пурри ялăн пуласлăхĕ пĕтменнине çирĕплетет. Акă, хальхи вăхăтра 8 çамрăк çемье кермен пек çуртсем хăпартать. Эппин, ялтах «йăва çавăрса», ача-пăча çитĕнтерсе тулли пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Паянхи кун ял урамĕсем илемленсе, пурăнмалли условисем лайăхланса пынине кура вĕсен ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессинче пĕр иккĕленÿ те çук.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *