Пятница, 19 апреля

Ăмăртура – иккĕмĕш

Мартăн 6—9-мĕшĕсенче Тутарстан республикин тĕп хулинче — Хусанта федерацин Атăлçи, Кăнтăр тата Çурçĕр Кавказ округĕсенчи фитнес-аэробика Чемпионачĕ иртнĕ. Тăватă куна пынă ăмăрту çĕршывăн вăйлă спортсменĕсене пуçтарнă. Çĕнтерÿшĕн 7 çултан пуçласа 35 çулхи спортсменсем ăмăртнă. Тупăшăва Раççейĕн 16 хулинчен 86 команда хутшăннă.
Асăннă ăмăртăва районти фитнес-аэробика Федерацийĕн воспитанникĕсем те хутшăннă. «Свит бейби» команда «аэробика 5 çын» ушкăнра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, «Дрим Тим» команда «аэробика 5 çын» дисциплинăра 13 команда хушшинче 4-мĕш пулнă. Ачасен тренерĕ — Мария Долгова.
Район спортсменĕсене тата вĕсен наставникне — Мария Долговăна — çитĕнÿсемпе саламлатпăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *