Уçă уроксен фестивалĕ

Мартăн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районсем хушшинчи уçă уроксен фестивалĕ иртрĕ. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине тата Астăвăмпа Мухтав çулталăкне халалланă. Фестивале Патăрьел, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Хăнасене Сăкăт вăтам шкулĕн директорĕ Анатолий Падусев, Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Кулакова саламласа фестивале ăнăçлă ирттерме сунчĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе вĕрентекенсем суйласа илнĕ классенче 6 уçă урок, 10 класс тулашĕнчи ĕç, 9 ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Кашни мероприятиех çÿллĕ шайра иртрĕ, уроксен содержанийĕ пуян та кăсăклă, çĕнĕ технологисемпе, мелсемпе, ăслайсемпе тухăçлă усă курни палăрса тăрать. Вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес, класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелес методикăна аван пĕлни курăнчĕ. Ăсталăх урокĕсем те тĕрлĕ темăсемпе пулчĕç: «Бук-трейлер тăвасси», «Сăвă çырас ăсталăх», «Чăваш йăли-йĕркине упрасси», «Пухмач папкăпа ĕçлесси», «Юхма ен паттăрĕсем», «Критикăлла шухăшлав технологийĕн ăслайĕсемпе урокра усă курасси».
Уроксемпе класс тулашĕнчи ĕçсене Астăвăмпа Мухтав çулталăкне тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă: «Çĕнтерÿ палли», «Блокада ачисем», «Паттăрсене асра тытатпăр», «Çĕнтерÿ çулĕпе», «Вăрçă хĕрарăм сăнарлă мар», «Чăваш автономине — 100 çул».
Экспертсем тĕрлĕ енлĕ ĕçсене тивĕçлĕ шайра хакларĕç. Вĕрентекенсем Патăрьел район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.
Юлашкинчен хăнасене шкул ачисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Фестиваль тухăçлă иртрĕ. Унта хутшăннă вĕрентекенсене малашне те фестиваль-конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталăхне ÿстерсе пыма хавхалану сунатпăр. Çакăн пек фестивальсем пĕр-пĕринчен вĕренсе пыма кирлине палăртса хăварчĕç пуçтарăннисем. Апла пулсан, тăван чĕлхемĕрĕн малашнехи кун-çулĕ вăрăм пуласса шансах тăратпăр.
Л.НИКИФОРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *