Пултаруллă хĕр

Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче хастар та пултаруллă хĕр вĕренет. Вăл — Йăвашкел ялĕнче пурăнакан Валентина Калюканова. Юрлама, ташлама ăста çамрăк вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Çав вăхăтрах хĕр, çемьере аслă ача пулнă май, йăмăкне вĕренÿре, ашшĕ-амăшне кил-çуртра, хуçалăхра вăй çитернĕ таран пулăшать.
Валентина тĕрлĕ конкурссемпе проектсене хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Пĕлтĕр акă районта ирттернĕ «Шкул пики» конкурса хутшăнса вăл «Вице-мисс» ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. Районта кашни çулах иртекен «Туркай вулавĕсем» поэзи фестивалĕнче сăвă илемлĕ вулассипе хĕр — призерсен йышĕнче. Район шайĕнче çеç мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнать хĕр. Унăн портфолио Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе пуян.
Нарăсăн 28-мĕшĕнче районта шкул ачисен «EXCELSIOR — 2020» фестиваль-конференцийĕ иртрĕ. Маттур хĕр «Виçĕ чĕлхе — пĕр шухăш» /»Чăваш чĕлхи тата литература» секцийĕ/ ятлă тĕпчев ĕçĕ çырса çĕнтерÿçĕ ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Маттур, Валентина! Малалла та ăнăçусем сунатпăр!
В.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *