Вторник, 23 апреля

Комсомольскисем маттур ăмăртрĕç

Иртнĕ кунсенче Шупашкар хулинче йĕлтĕрпе чупма юратакансен тата марафон дистанцине 30 çухрăма чупакансен республика шайĕнчи ăмăртăвĕ иртрĕ.
Унта Комсомольски спортсменĕсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. З.Тимаев, Н.Ятманов, Ф.Ефимов хăйсен ÿсĕмĕсенче 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. А.Давыдов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. А.Самаркин дистанцие çиччĕмĕш вĕçлерĕ. В.Лаврушкин вуннăмĕш чупса çитрĕ.
Сăмах май, пирĕн район спортсменĕсем кашни ăмăртăвах хаваспах хутшăнаççĕ. Ветерансем те çулĕсене кура мар хастар, районта, республикăра иртекен пĕр ăмăртуран та айккинче юлмаççĕ, лайăх кăтартусемпе палăрса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пирĕн район спортсменĕсене малашне те ăнăçусем сунатпăр, район чысне кашни ăмăртурах çÿлте тытмалла пултăр.
З.ТИМАЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *