Ачасене — тĕрĕс воспитани

Ачасене — тĕрĕс воспитани

Тăван Çĕршыва юратма вĕрентесси — çитĕнекен ăрăва таса кăмăл-сипетлĕ воспитани парассин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри.
Патриотла воспитани парассине уçăмлатса çакна каламалла. Ачасем обществăра пулса иртекен ĕçсемпе, культурăпа, историпе кăсăкланччăр тесен условисем туса памалла:
— ачасен тавракурăмне аталантарни общество пурнăçне чухласа, тĕрĕс ăнланса хак пама май парать;
— обществăра хутшăнса пурăнма хăнăхтарса ÿстересси кулленхи ĕç-пуçра, вăйăпа ĕçре ăс-тăн тата кăмăл-туйăм факторĕсене çыхăнтарса пырса пурнăçланать. Патриотлăх туйăмĕн никĕсĕ шкулчченхи ÿсĕмре хурăнать. Ача садĕнчи патриотла воспитани тĕллевĕ — шкул çулне çитмен ачасене Тăван Çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма хăнăхтарса ÿстересси. Хăй пурăнакан тавралăха, çĕре хисеплеме вĕрентес тесен ачасене мăн асаттесен культурипе паллаштармалла. Шăпах тăван халăх историне тата культурине пĕлни малашнехи пурнăçра ытти халăхсен йăли-йĕркине хисепе хурса хаклама хăнăхтарать. «Тăван Çĕршыв» ăнланăвăн анлăлăхне шута илсе патшалăх символикисене /Раççей гимнĕ, ялавĕ, гербĕ/ хисеплес туйăма çирĕплетмелле, Раççей çыннисен çитĕнĕвĕсемшĕн мăнаçланассине тĕрлĕ халăхсен пурнăçĕпе, культурипе, историпе кăсăкланассине аталантармалла.
Шкулчченхи ÿсĕмри ачасен патриотла кăмăл-туйăмне вăратас тĕллевпе эпир — воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕсем — ачасене пурăнакан вырăнти паллă вырăнсемпе паллаштаратпăр; вĕсемпе музейсене, выставкăсене, палăксем патне çÿретпĕр; тĕрлĕ професси çинчен каласа паратпăр. Эпир хамăр ĕçре кашни çемье тата ача хăйевĕрлĕхне, интересĕсене шута илетпĕр. Ачасенче пĕчĕклех тăван киле туртăнаслăх туйăма аталантарсан, аслăланнăçем вĕсем хамăр çĕршыва юратакан, унăн ятне çÿле çĕклеме тăрăшакан çынсем пулĕç. Чăннипех те патриотла воспитани парас ĕçĕн тĕп тĕллевĕ — ачасен чĕрисенче тăван тавралăх, çемье, кил, çĕршывăн культурипе истори патне илсе çитерекен туйăма хускатасси.
Т.ШЕВЕРОВА,
«Рябинушка» ача сачĕн воспитателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *