Айтăр-ха, хĕрачасем!

Мĕн авалтан чăваш халăхĕ хăйĕн илемлĕ те сăпайлă, ĕçчен хĕрĕсемпе палăрса тăнă. Чăваш хĕрĕ ирхи шăпчăкпа пĕрле тăрса мĕн каç пуличченех ĕçленĕ: пÿрт-çурта тирпейленĕ, пир тĕртнĕ, тырă вырнă… Каçхине вăййа тухсан вара ташă-юрăра хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Чăваш хĕрĕ хурăн пек яштака кĕлеткеллĕ, унăн çийĕнче аркăллă кĕпе, тĕрленĕ саппун, пуçĕнче тĕрленĕ тутăр. Мĕн тери илемлĕ вăл!
Ĕçлемесĕр каçăрăлса çÿрекен хĕрсене юратман чăваш. Калаçма пĕлмен пуклак чĕлхеллĕ хĕрсем те чăвашăн кăмăлне килмен. Ахальтен мар сăмахлăхра ырă хĕрсен чĕлхи те чĕкеç чĕлхи. Сасси — кайăк сасси евĕрлĕ. Утти те пăрчăканăн е акăшăн. Пĕвĕ — Атăл хăви пек.
Пирĕн ялсенче ун пек хĕрсем сахал мар. Юрланине, ташланине курса вĕсене юратса пăрахма пулать. Ĕçченлĕхне кура кăмăллаççĕ, хисеплеççĕ вĕсене.
Çакна шута илсе Нĕркеç вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Айтăр-ха, хĕрачасем!» конкурс иртрĕ. Ăна класс ертÿçи Н.Плеткина йĕркелерĕ, вăлах ертсе пычĕ. Савăнăçлă мероприятие Софья Воронова, Вера Котова тата Диана Шатилова хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кашниех хăй мĕн пултарнине кăтартма тăрăшрĕ. Уйрăмах пурне те «Ташă марафонĕ» конкурс килĕшрĕ. Вĕсене юрласа, ташласа пулăшакансем те пулчĕç. Хĕрачасене арçын ачасем те саламларĕç, парнесем парса чысларĕç.
Чăнахах та маттур та сăпайлă хĕрачасем вĕренеççĕ 5-мĕш класра. Вĕсене шкулта сăпайлăхĕшĕн тата тăрăшса вĕреннĕшĕн пурте ырлаççĕ. Хĕрачасем класс тулашĕнче иртекен мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ.
Малалла та ачасен чĕринче ырă кăмăллăх, сăпайлăх, тăрăшулăх туйăмĕсем пуласса, вĕсем чăваш ятне татах та çÿлерех çĕклеме тăрăшасса шанас килет.
Н.ПЛЕТКИНА,
вĕрентекен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *