Вторник, 7 февраля

Вĕлле шучĕ чакнă

 

Çуркунне çитнĕ май хĕвел хăйĕн пайăркисене шеллемесĕр çĕр çине сапалама пуçларĕ. Хĕл ыйхине путнă çутçанталăк пĕчĕккĕн вăранса пырать. Сывлăшра та çуркунне çитни сисĕнет. Пĕтĕм чĕрчун çурхи ăшша кĕтсе урăхланса пырать. Вĕлле хурчĕсен те хĕллехи тарăн ыйхăран майĕпен вăранса ĕрчеме пуçламалли вăхăт çывхарса килет.

2019 çула илсен, çакна палăртса хăвармалла: хурт-хăмăрçăсемшĕн çак çул çăмăл пулмарĕ. Пыл тухăçĕ, ытти çулсемпе танлаштарсан, икĕ-виçĕ хут сахалтарах пулчĕ. Çакăн пĕрремĕш сăлтавĕ _ хурт-хăмăрçăсем мĕнле пĕлсе ĕçлени, иккĕмĕшĕ _ çанталăк условийĕсем япăх пулни. Сывлăш температури çителĕксĕр пулнипе пыл паракан ÿсен тăрансем çеçкене ларнă вăхăтра нектар сахал пулнă. Вăрманта çăка çеçкене ларнă чухне те çанталăк савăнтарма васкамарĕ. Пирĕн Турхан ял тăрăхĕнче пыл хурчĕсем 4 кун çăка çинче питĕ аван ĕçлерĕç. Ытти кунсенче çур кун е тата та сахалтарах ĕçлесе юлчĕç.

Çăка йывăçĕ çеçкене ларасси пĕр пек килмест. Хĕвел вăйлă лекнĕ вырăнта çеçкесем маларах çурăлаççĕ, вăрманта шаларах ÿсекен йывăçсем çинче _ каярах. Çырма-çатрара ларакан йывăçсем хĕвел ăшшине сахал курнине пула тата кая юлса çеçкене лараççĕ. Хирти пыл паракан ÿсен тăрансем пĕр вăхăталла çеçкене лараççĕ пулсан, çăка йывăççи вара урăхларах.

Пĕлтĕрхи çул пирĕн  çĕршывра 28 регионра вĕлле шучĕ чакрĕ. Çухату тĕпрен илсен рапс культурине çеçкене ларнă вăхăтра пестицидсемпе сапнипе пулчĕ. Пирĕн республикăра та хăш-пĕр районсенче çухатусем пулкаларĕç. Мордва, Мари, Тутар Республикисенче, Липецк, Пенза, Ульяновск облаçĕсенче уйрăмах вĕлле шучĕ чылай чакнă.

Нумай регионсенче хурт-хăмăр усракансем ветеринари паспорчĕ çуккине кура хăйсем хурт ĕрчетнине çирĕплетеймеççĕ. Çакна пула компенсаци илесси пирки шутлама та пултараймаççĕ. Хурт-хăмăр усракансене çакна каласа хăварас килет: вăхăта сая ямасăр пур хурт-хăмăрçăсен те ветеринари станцине кайса ветеринарипе санитари паспортне илмелле. Унсăр пуçне ял тăрăхĕн администрацийĕнче вĕлле хурчĕ усранине хуçалăх кĕнекине çыртармалла. Кун пирки 2016 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче йышăннă 161 номерлĕ саккунра тĕплĕн каласа кăтартнă.

Февралĕн 21-22-мĕшĕсенче Хусанта хурт-хăмăрçăсен форумĕ иртрĕ. Ку форума пире те ятарласа йыхравларĕç. Эпир унта «Среднерусские» ăратлă вĕлле хурчĕсем çинчен доклад туса патăмăр. Çакăн пек форумсене эпĕ яланах хампа пĕрле утарçăсене илсе кайса кăтартатăп. Кăçалхи форума Шăхач ялĕнче пурăнакан Алексей Малеевпа кайса килтĕмĕр. Хусанта иртнĕ форумра хурт-хăмăрçăсене мĕнле ыйтусем кăсăклантарнине тĕплĕнрех Патăрьел районĕнче кашни çулах иртекен семинар-канашлура сÿтсе явăпăр. Кăçалхи семинар-канашлăва Мускавран Кашира районĕнчи хурт-хăмăрçăсен председательне илсе килме палăртнă.

Семинар-канашлу пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел агропромышленноç техникумĕн акт залĕнче 10 сехетре пуçланать.  Хурт-хăмăрçăсене çак семинара хаваспах йыхравлатпăр.

Н.Пирожков, ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *