Четверг, 25 апреля

Пĕрлĕхре – вăй

Пĕрлĕхре – вăй

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ — «Пĕрле» сăмах.
Çакăн пирки пĕлтернĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева мартăн 3-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче уявăн концепцийĕпе мероприятийĕсен планĕпе паллаштарнă чухне.
Концепци никĕсĕнче — чăваш халăхĕн пуян историйĕ, хăйне евĕрлĕ культурипе йăли-йĕрки, унăн мухтавлă çыннисем.
Кăçалхи пысăк мероприятисем пурте паллă çак пулăмпа çыхăнĕç: мартăн 10-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче иртекен районсемпе хуласен парачĕ, апрельте йĕркелекен Пĕтĕм тĕнчери 24-мĕш балет фестивалĕ, çамрăксен «Çамрăк хула» форумĕ, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль. «Амазони» этнокомплексра уçă тÿпе айĕнче фильмсем кăтартĕç, «Нарспи» мюзиклпа К.В.Иванов скверĕнче киленме май пулĕ, Атăл хĕрринче «Классика çыранĕ» фестиваль ĕçлĕ, унта инструмент тата хор коллективĕсен концерчĕсем куракансене пуçтарĕç тата ытти те.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *