Пятница, 27 января

Олимпиада çĕнтерÿçи

Февралĕн 25-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртнĕ.
Мероприятие вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чăваш чĕлхине вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасене тупса палăртас, тĕпчев ĕçне хутшăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Регионсем хушшинчи чăваш чĕлхи тата литература олимпиадине 9, 10, 11-мĕш классенче вĕренекенсем, олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата иртнĕ çулхи регионсен шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литература олимпиадин çĕнтерÿçисем, çавăн пекех республика /область/ шайĕнчи олимпиадăсенче 1-мĕш вырăн йышăннă Пушкăртстан, Тутарстан Республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи вĕренекенсем хутшăннă. Тупăшура 156 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.
Регионсем хушшинчи олимпиадăра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 9 «а» класĕнче вĕренекен Ксения Мурзаева çĕнтернĕ. Маттур та пултаруллă Ксенийăна кăмăлтан саламлатпăр, малашне те ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатпăр.
С.ИНДЮКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *